Бункерсем хăвăрт тулаççӗ
Лидер шутӗнче Çӗпрел районӗ, тӗрӗсрех каласан, Цильна ял хуçалăхӗ. Кунта гектартан 50 (!) центнер пуçтарса илнӗ
Тутарстан кăçал вырмана 10 кун каярах пуçланă пулин те паянхи куна 60 процент лаптăкран (880 пин гектар) тухăç пухса кӗртнӗ. Çумăрлă кунсенче, паллă ӗнтӗ, ӗç пӗтӗмпех чарăнса ларать. ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов палăртнă тăрăх, вырма ӗçӗсем чарăнса тăнипе çухатусем пулаççех. Ним тума та çук, пулса çитнӗ тӗш-тырă тăкăнма тытăнать. Ăна вара пуçтарса илме çук. Çавăнпа кӗрхи ӗçсем хӗрсе пынă вăхăтра çумăрлă кунсем питӗ чăрмантараççӗ.
Кун пирки министр ТР Правительство Çуртӗнче августăн 27-мӗшӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.
Кăтартусем çапларах: республика хирӗсенчен вăтамран пӗр гектартан 30,5 центнер тӗш-тырă пуçтарса илеççӗ. Вунă районта кăтарту 40,1 центнерпа танлашнă. Лидер шутӗнче Çӗпрел районӗ, тӗрӗсрех каласан, Цильна ял хуçалăхӗ. Кунта гектартан 50 (!) центнер пуçтарса илнӗ. Вырма ӗçӗсене те республикăра вӗсем чи малтан вӗçленӗ.
Министр сăмахӗсемпе, Тутарстан çураки вăхăтӗнче кӗрхи культурăсене 200 пин гектар çинче 1,5 миллиард тенкӗлӗх çухату тӳснӗшӗн компенсаци илме шанса тăрать. Унăн калăпăшӗ хальлӗхе паллă мар, ку РФ Правительствинчен килет. Çухатусемпе çыхăннă хутсене РФ Ял хуçалăх министерствипе Раççей МЧСне ярса панă. Çакăн пекех документсем Пушкăртстан, Мордови республикисенчен, Оренбургпа Самар облаçӗсенчен çитнӗ.
Марат Ахметов пӗлтернӗ тăрăх, кăçал республикăра 5 миллион тонна тӗш-тырă пухса кӗртме палăртнă. Анчах çанталăк йӗпе-сапаллă пулсан, ку прогноз пурнăçланмасса та пултарать. «Вырма пуçламăшӗнчех çанталăк аван тăнă пулсан, çухату тӳсместӗмӗр. Хăш-пӗр районсенче талăкра нӳрӗк 80 мм танлашрӗ. Хирсене техника кӗрейменнипе вăхăта çухатрăмăр. Халӗ эпӗ прогнозсемпе пурăнмастăп ӗнтӗ. Кăтарту 4,5 – 5 миллион тонна хушшинче пулма пултарать», – терӗ министр.
Паяна 2,7 миллион тонна пуçтарса кӗртнӗ. Вырма ӗçӗсене сентябрӗн иккӗмӗш çурринче вӗçлеме палăртнă. Хирсенче халӗ 3,5 пин комбайн ӗçлет, талăкне кашни 100, 150 тонна тӗш-тырă çапать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев