Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çак проект Раççейшӗн пилотлă шутланать

Тутарстанра 2023 çулта Самосыровори полигона тирпейлесе пӗтереççӗ

Рекультиваци ӗçӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 872,2 млн тенкӗпе танлашать. Çак ӗçсене туса ирттерсен таврара пурăнакан 342 000 çыннăн пурнăç пахалăхӗ лайăхланмалла. 
ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗн Александр Шадриковăн сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра объектра геотекстиль материалӗпе витес ӗçсене илсе пыраççӗ. 
«Эпир ăна ансат мелпе рекультивацилеме май пулнине те пӗлетпӗр – çӗрнинчен тухакан газ тухтăр тесе пăрăхсем вырнаçтармалла та – пулнă та. Анчах та пирӗн тӗллевре газа атмосферăна ярасси мар, унран электроэнерги çăлкуçӗ тăвассиччӗ. Ку пуçарура пире «Татнефть» тӗрев пачӗ, вӗсем технологисене суйласа илессипе çыхăннă наукăпа тӗпчев ӗçне финанслама хатӗрччӗ», – ăнлантарнă ТР Экологи министерствин пуçлăхӗ. 
Дегазаци системи тӳрӗ вырнаçтарнă сакăрвунă пăрăхран тата 4250 метра тăсăлакан авăнакан газопроводсенчен тăрать. Çак система свалкăри биогазăн 95 процентне тытса усă курма май парать. Пӗтӗмӗшле илсен кунта çухату та çук, сиенлӗ газ атмосферăна та тухмасть. Тасатнă хыççăн биогаз электростанцине кӗрсе пырать, унăн усăллă ӗçӗ 25 çула тăсăлмалла. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев