Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çакланманшăн пин тенкӗ штраф параççӗ

Кăçалхи 9 уйăхра çулсем çинчи фото тата видеофиксаци системисем пулăшнипе Тутарстанра 50 000 транспорт хуçине административлă явап тыттарнă

Вӗсен айăпӗ те, малтанласа пăхсан, питех хăрушă мар пек ӗнтӗ – хăрушсăрлăх пиçиххине (ремень безопасности) çаклатманни. Анчах та аварисен статистики тăрăх пăхсан, çакланман водительсем мӗнлерех аманнине куратăн та, çул-йӗр правилисем салтак уставӗ пекех, юнпа çырăннине ăнланса илетӗн. Çулпа çӳрес йӗрке тăрăх, транспорт хатӗрӗн водителӗ хăрушсăрлăх пиçиххипе çакланмалла тата çыхăнман пассажирсене те лартса çӳремелле мар.

Çак нарушенишӗн 1000 тенкӗ штраф параççӗ.

Тутарстан Республикинчи Патшалăх автоинспекцийӗ çулпа çӳрекен кашни водителе çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнма ыйтать.

ТР ШӖМ-ӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев