Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çăлавçăсем Кăшарни вăхăтӗнче Хусанти шыва кӗмелли вырăнсене тӗрӗслӗç

Турă ывăлне шыва кӗртнӗ кун, январӗн 19-мӗшӗнче ӗненекенсем йăла тăрăх «иорданьсем» туса шыва кӗрӗç. Çакăн валли Хусанта тăватă купель пулать. Юханшывсенче каснă ваксене Тутарстанăн МЧС специалисчӗсем хак парӗç.

ТР Сывлăх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тăрăх, сивӗ çанталăкра вакра сывă çынсен кăна шыва кӗме юрать. Енчен те çын мӗнпе те пулин чирлет пулсан, хӗлле шыва кӗме тăхтаса тăмалла. Анчах та йăлана пăсас мар текенсем те пур, ун пек çынсене маларах терапевтпа канашлама сӗнеççӗ. Вăл мӗн пур теветкеллӗх çинчен ăнлантарса парать тата заключени парать. 
Ан манăр: чӗре чирӗсемпе, гипертонипе, нерв системи пăсăлнипе, инфекци чирӗсемпе, хӗрарăм чирӗсемпе, сахăр диабечӗпе, мăнтăр чирӗпе аптăракансен вакра шыва кӗме юрамасть. 7 тултарман ачасене вакра шыва кӗртни те сиен кӳме пултарать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев