Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш ачисем чăвашла кӗнекесем вулаччăр

Пӗлӳ кунӗнче ТР Халăхсен ассамблеи тата Халăхсен Туслăх Çурчӗ ачасем валли кăларнă чăвашла, удмуртла, марилле, мордвалла юмах кӗнекисене парнелес акци ирттерчӗç.

Мӗн пур кӗнекенсене Тутарстан Республикин Президенчӗ çумӗнчи Тутар чӗлхипе Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварас ыйтусемпе ӗçлекен комисси тӗрев панипе Тутар ача издательстви пичетлесе кăларнă.

Чăвашсенчен кӗнекесене хальлӗхе Аксу, Чистай, Нурлат, Пăва районӗнче пурăнакан ачасене валеçсе панă, малалла та параççӗ. Кӗнеке ытти районсене те çитӗ.

Кӗнекесене хатӗрлес ӗçре Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов тӗп консультант пулнă, чăваш юмахне ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗ, Хусанти Нумай нациллӗ выврсарни шкулӗн педагогӗ Сильвия Чаркина редакциленӗ.

Сăнӳкерчӗксенче Пăва районӗнчи Элшел ачисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев