Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ ПРАÇНИКӖНЧЕ ПАТТĂРСЕНЕ ТЕ МАНМАРӖÇ

Санкт-Петербургри Акатуйра спорт ăмăртăвӗсем те иртрӗç

Санкт-Петербургри ЧНКАпа Ленинград облаçӗнчи Чăваш культура обществи те облаçри власть органӗсем, Всеволожски районӗ тата Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗ тӗрев панипе «Акатуй» чăваш уявӗ ирттерчӗ. Питӗр чăвашӗсем ăна И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Чăваш Енри Телейлӗ ачалăх çулталăкне тата Тăван çӗршывăмăра тӗрлӗ вăхăтра хӳтӗленӗ тата хӳтӗлекен паттăрсене халалланă. 

Акатуй пурте пӗрле чăваш халăхӗн «Алран кайми аки-сухи» гимнне юрланипе пуçланчӗ. Пухăннисене Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ, Раççей Геройӗ Николай Гаврилов, Всеволожски районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Дарья Воробьева, облаçри Туслăх Çурчӗн ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçлакан Сергей Новожилов, Санкт-Петербургри ЧНКА председателӗ Валериан Гаврилов, истори наукисен докторӗ Антон Салмин саламларӗç.  

Акатуй шайӗнче «Хамăр Геройсемпе мăнаçланатпăр» регионсен хушшинчи халăх пултарулăхӗн фестиваль-конкурсӗ иртрӗ, ал ӗç ăстисен курав-ярмăркки ӗçлерӗ, чăваш тавар кăлараканӗсем хăйсен таварӗсене сутрӗç. Çавăн пекех Паттăрлăх орденӗн кавалерне Дмитрий Любимова чысласа кире пуканӗ йăтассипе турнир тата дротик ывăтассипе ăмăрту иртрӗ. Концерт программине Раççейӗн çичӗ регионӗнчен 17 коллектив тата 13 солист хутшăнчӗç. 

Акатуя йӗркелесе ирттерме укçан пулăшнă ентешсене – запасри полковнике Анатолий Удякова, Санкт-Петербургри ЧНКА председательне Валериан Гаврилова, медицина службин запасри подполковникне Иван Иванова, Владимир Константинов предпринимателе, Алексей Мироновпа Михаил Сергеев çар çыннисене, Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи Чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсене Андрей Ивановпа Николай Гаврилова – чӗререн тав тăватпăр. Вӗсем тăрăшнипе Акатуй çӳллӗ шайра иртрӗ. 

 

Санкт-Петербургри ЧНКА пресс-служби. 

В.Гаврилов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев