Çеçкене ларакан пӳлӗмсенче
ТР патшалăх ӳнер искусствисен музейӗн (ГМИИ) хальхи вăхăтри искусствăсен галерейинче августӑн 20-мӗшӗнче 18:30 сехетре Надежда Ягофаровӑн «В цветущих комнатах» (Мускав) куравӗ уçăлать
Мускав художникӗ, дизайнерӗ Хусанта
Çав кунах 16:00 сехетре ТР ГМИИн тӗп çуртӗнче ӳнерçӗн «Винтаж в интерьере» лекцине итлеме пулать. Тӳлевсӗрех, анчах малтан регистраци иртмелле. Кӗме ирӗклӗ, регистраци тӑрӑх.
Надежда Ягофарова ӳнерçӗ тата дизайнер, Самарта çуралнӑ. Халӗ Мускавра ӗçлесе пурӑнать. 2011 çулта Британири Дизайн Аслӑ Шкулӗнчен («Интерьер дизайнерӗ» специальноç) вӗренсе тухнӑ.
2013 çулта Sotheby ' s Institute of Art (Нью-Йорк, Contemporary Art курсӗ) стажировка иртнӗ.
Ӳнерçӗ чӗлхи япшар
«В цветущих комнатах» – художникăн ӳнер чӗлхине кӑтартакан харпӑр куравӗ. Надежда Ягофарова чӗлхин япшарлăхӗ флоральлӑ çемӗсенчен, пуян тӗссемпе çӑмӑл абстрактлӑхран тăрать. Çакна пула натюрмортсен хăйне евӗрлӗхӗ сюрреализмпа айванлӑх сӑнарӗпе палăрса тăраççӗ.
Курава ӳнерçӗ 2022-2026 çулсенче Мускавра çырнӑ ӗçсене тăратнă. Автор çуллă сăрăсемпе, пастельпе ӗçлеме юратать. Вӗсем хулăн пусма çине çутӑ япаласене, сӗтеклӗ улма-çырлана сӑнлама май параççӗ.
Надежда Ягофаровӑн ӑсталӑхӗ пысăк пулни вӑл декоративлӑ прикладной искусствӑна лайăх пӗлнипе, туйнипе çыхăннă. Çавăнпа кашни япалан хăйӗн кăмăлӗ, характерӗ. Натюрмортсен композицийӗнче Надежда Ягофарова чечек эрешӗсемпе тӗрлӗ стильсенчен, истори тапхӑрӗсенчен хӑйне евӗр коллажсем тӑвать.
Курав сентябрӗн 27-мӗшӗччен ӗçлӗ. Сăнӳкерчӗксем ТР ГМИИ пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев