ЧĂВАШЛА ХЕЛУИН
Ку йăлана патша вăхăтĕнче те, коммунистсен саманинче те тытса пынă. Президент тапхăрĕнче те манмаççĕ.
Пăва районĕнчи Пÿркелĕнче январĕн 13-мĕшĕнчи Кивĕ Çĕнĕ çула Сурхури мар, Шуйттан вăййи теççĕ. Унăн йăлинче юмăç пăхни те, хапха урлă кăçатă ывăтни те пулнă-тăр, анчах та Пÿркелĕнче шуйттан ейкеленнисем кăна юлнă. Вăл йăласене ял ачисем халĕ те тытса пыраççĕ. Кĕçĕнреххисем палламалла мар тăхăнса, кил тăрăх йăвача, юсман, ăшаланă пăрçă ыйтса, такмакласа ташласа çÿреççĕ. Кăçал вĕсем хăйсемпе Хĕл Мучипе Юр Пикене те илнĕ. Аслăраххисем те (ытларах каччăсем) палламалла мар тăхăнса тухаççĕ урама. Кусен эшкерĕ ятарласа усалланма тухать. Е хапха алăкне тултан питĕрсе илеççĕ, е иртен-çÿрене юр çинче йăвалантараççĕ, е тата ытти усал япала шутласа кăлараççĕ. Ку йăлана патша вăхăтĕнче те, коммунистсен саманинче те тытса пынă. Президент тапхăрĕнче те манмаççĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев