Чӑваш культура кунӗсем салтӑннӑ арҫынсемлӗ комедипе пуҫланнӑ
Паян шупашкарсем питӗрсене "Ҫунат сараҫҫĕ ĕмĕтсем!" спектакль кӑтартӗҫ. Унта мӗн пулӗ-ши?
Санкт-Петербург хулинчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ соцсетьсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер октябрӗн 4-мӗшӗнче ҫурҫӗрти тӗп хулари "Буревестник" культура ҫуртӗнче Чӑваш культура кунӗсем пуҫланнӑ. Яланхи пекех Чӑваш Республикинчи тавар туса кӑларакан предприятисен куравӗ пулнӑ малтан, унтан культура пайӗ.
Культура кунӗсене уҫнӑ ҫӗре Питӗрти мэрин нацисем хушшинчи хутшӑнусен уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Репкин, хулари Национальноҫсен ҫурчӗн директорӗн ҫумӗ Дмитрий Федотов, истори наукисен докторӗ Антон Салмин тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкартан килнӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен Чӑваш ҫамрӑксен театрӗ "Юрату пурах иккен!" спектакль кӑтартнӑ.
Паян шупашкарсем питӗрсене "Ҫунат сараҫҫĕ ĕмĕтсем!" спектакль кӑтартӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев