Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӳк уйăхӗнче Аксу районӗнче йăлари уяв – «Кӗр сăри» иртнӗ

Кăçал ăна чӳкӗн 18-мӗшӗнче ирттернӗ. Районти мӗн пур чăваш фольклор ушкăнӗ пӗрле пуçтарăнсан концерт кăна мар, пысăк фестиваль ирттерме пулать.

Республика шайӗнчи Уявсене те аксусем тӗплӗн хатӗрленлсе ирттеретчӗç, ытти праçниксене те. Кăçал тата кӳршӗ районсенчи чăвашсене те хăнана чӗннӗ. 
Чăвашсем уява курма килекенсене концерт номерӗсемпе çеç мар, кӗрхи тухăç çимӗçӗсемпе те сăйланă. 
Мероприяти вӗçӗнче сцена çине пултаруллă çынсене саламланă май Аксу муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов мероприяти çӳллӗ шайра иртнине палăртнă. Районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Роза Чентаева пӗтӗм артиста, мероприятие йӗркелекенсене чун чӗререн тав тунă, ансамбльсене Тав çырăвӗсем парса чысланă.  Вăл Аксу районӗнче пӗлӳ илекен 1200 чăваш ачинчен 400-шӗ кăна шкулта тăван чӗлхене вӗренни çинчен каланă.  
«Эпир çуралнă çӗр çине чăваш пулса. Чăваш пулар, пӗрле утар! Эпир чăвашла калаçмасан тата кам калаçать чăвашла? Пирӗн ачасем чăвашла калаçмасан, кам калаçӗ чăвашла? Хисеплер тăван аттепелен аннене, тăван чӗлхене!» – тенӗ Роза Николаевна.     
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев