Предприятисемпе организацисен ӗçченӗсем йышлăн ыйтнипе Тутарстан Республикин Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви çынсене пӗлтерме шут тытнă.
Раççей Федерацийӗн Ӗç кодексӗн 112 статйи тăрăх, ноябрӗн 4-мӗшӗ – Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ – канмалли уяв кунӗ шутланать. РФ Ӗç кодексӗн 95 статйин 1-мӗш пайӗ тăрăх, ноябрӗн 3-мӗшӗнче ӗç кунӗ пӗр сехете кӗскелет. Тутарстан Республикин 1992 çулхи февралӗн 19-мӗшӗнче тухнă 1448-XII номерлӗ «О праздничных днях и памятных датах Республики Татарстан» Законӗ тăрăх, ноябрӗн 6-мӗшӗ Тутарстанра уяв кунӗ шутланать – Тутарстан Республикин Конституци кунӗ. 2022 çулта ноябрӗн 6-мӗшӗ канмалли кунпа – вырсарникунпа тӳр килет. Асăннă 1448-XII номерлӗ Законăн 1 статйин 5-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн, канмалли кунпа уяв кунӗ пӗр датăна килсен, канмалли кунсем патне хушма кану кунӗ парăнмасть.
Çапла майпа 2022 çулта ноябрӗн 4,5,6-мӗшӗсем кану кунӗсем пулӗç. Ноябрӗн 3-мӗшӗнче ӗç кунӗ пӗр сехете кӗскелет.
Сантăр Пикл ӳкерчӗкӗсен репродукцийӗсем
Нет комментариев