Аксу хула евӗр поселокăн районăн Культура керменӗнче чаплă лару-тăрура Ача-пӑчан культурăпа çутӗç центрӗ уçăлнă.
Центра «Çемье» наци проекчӗн «Çемье хаклӑхӗсемпе культура инфраструктури» федераллă проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Центр проектне йышăннă чух тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен ыйтӑвӗсене шута илнӗ: вӑл хӑтлӑ, хӑрушлӑхсӑр тата харăсах нумай ачана йышăнма пултарать. Районта çакӑн пек форматлӑ площадка халиччен пулман.
Центрӑн тӗп тӗллевӗсем – ачасене пултарулӑхне уçма пулăшасси, культурăна аталантарасси тата наципе истори еткерлӗхне хисеплеме вӗрентесси пулса тăраççӗ.
Нет комментариев