Çӗнӗ çулхи уявсен вăхăтӗнче Хусанта 600 яхăн культура мероприятийӗ иртет
Хусанта пурăнакансем тата шӗкӗр хула хăнисем валли 170 урамри тата 400 – культура учрежденийӗсенчи мероприяти хатӗрленӗ.
Январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 5-мӗшӗччен «Чаша» умӗнче Хусанти тӗп культура центрӗсен представленийӗсем иртӗç: Ленин ячӗллӗ КДК, «Сайдаш» Культура центрӗ, «Юность» Культура керменӗ, Саид-Галеев ячӗллӗ Культура керменӗ, «Северный» Культура çурчӗ.
Çавăн пекех январӗн 1-5-мӗшӗсенче Хусан Кремлӗн Присутственный вырăнӗн картишӗнче Мускаври «Высокие братья» урам театрӗ хăйӗн пултарулăхне кăтартӗ.
Хӗллехи каникулсем пынă хушăра Хусанти обществăлла хутлăхсенче тӗлӗнмелле спектакльсем иртӗç: «Эмоции Деда Мороза» тата «Чемодан чудес». Вӗсене Хусанти культура центрӗсенче тата Хусан циркӗнче ӗçлекен çамрăк артистсем кăтартӗç.
Активлă канăва кăмăллакансем валли Çӗнӗ çулхи канмалли кунсенче 80 ытла спорт мероприятийӗ хатӗрленӗ. Ку вăл хӗллехи спорт тӗсӗсемпе турнинсем, чемпионатсем, первенствăсем: йӗлтӗр чупăвӗ, керлинг, фигурнăй ярăну, хоккей, конькипе чупасси.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев