Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Шешкел шкулӗнче вӗренекенсем вӗрентӳ ветеранӗпе тата çыравçăпа тӗл пулнă

Чăваш чӗлхи кунӗнче Çӗнӗ Шешкел шкулӗнче вӗрентӳ ветеранӗпе Антонида Александровна Саушкинăпа тӗлпулу йӗркелерӗмӗр. Вăл ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен, Раççей Писательсен союзӗсен пайташӗ, Ш. Бикчурин ячӗллӗ преми лауреачӗ.

Шкул ачисем ятарласа хатӗрленӗ куравра çыравçăн хаçат-журналсенче кун курнă ӗçӗсемпе паллашрӗç, шкул музейӗнчи ял историйӗ, йăли-йӗркисем, ялтан тухнă паллă çынсем çинчен хатӗрленӗ ӗçсем те вӗсемшӗн кăсăклă пулчӗç. Калаçу вăхăтӗнче ачасем чăваш халăхӗн историне, унăн чӗлхи мӗнле чӗлхесене çывăх пулнине пӗлчӗç, И. Я. Яковлев просветитель чăваш чӗлхине аталантарас енӗпе пирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине ăнланчӗç.


Кăçал — Çемье çулӗ. Чӗлхене сыхласа хăварасси çемьен яваплăхӗ пулни пирки те калаçу пулчӗ. Антонида Александровна хăйӗн чăвашла юррисемпе, сăввисемпе паллаштарчӗ, хамăр таврари чăваш ялӗсемпе культура енӗпе мӗнле çыхăну тытни пирки тӗслӗхсем илсе кăтартрӗ.


Тӗлпулăвăн тӗп шухăшӗ çапла пулчӗ: «Тăван чӗлхене пӗтме памалла мар, вăл пӗтсен — халăх пӗтет». 


Галина САУШКИНА, 
кӗçӗн классене вӗрентекен.
Çӗнӗ Шешкел шкулӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев