«Çулталăк инновацине» хутшăнма васкăр
Çак ятпа конкурс виççӗмӗш хут иртет, апла пулин те ăна çӗнӗ тееймӗн. Унăн историйӗ 2005 çултанах пырать, чăн та ун чух конкурс ячӗ урăхларахчӗ – «Тутарстан Республики валли 50 чи лайăх инноваци идейи». Заявкăсене сентябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
Пресс-конференцире ТР Наукăсен академийӗн Президенчӗ Рифкат Минниханов, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Рамис Музипов, ТР Инвестиципе венчур фончӗн (ИВФ) директорӗ Дамир Галиев, Тутарстан Республикин Наукăпа технологисен фончӗн директорӗ Тимур Халитов, «Газпромбанкăн» Хусанти филиалӗн управляющийӗ, вице-президенчӗ, конкурс партнерӗ Антон Фомин, «Студентсен стартапӗ» номинацире çӗнтернӗ Резеда Шигапова пулчӗç.
Рифкат Нургалиевич малтанах конкурсăн ячӗ улшăнни çинче чарăнса тăчӗ. «Тутарстан Республики валли 50 чи лайăх инноваци идейи» – 2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче чăнах та вырăнлă пулнă, анчах вăхăт иртнӗ май конкурс ӳссе, вăйланса пынă, формачӗ те улшăннă. Халь Тутарстан ыйтăвӗсене çеç мар, çӗршыв, тӗнче шайӗнчисене татса пама ăнтăлаççӗ унта хутшăнакансем. Конкурс ятӗнчи 50 цифра та тахçанах тӗрӗсе килмест, шутсăр нумай чаплă идейăпа килеççӗ заявка паракансем. Çавăнпа хальхи тапхăра «Çулталăк инновацийӗ» ят тӗрӗсрех çутатать.
Çулран çул заявкăсен шучӗ ӳсет, 2024-2025 çулсенче пӗтӗмпе 566 заявка пăхса тухнă йӗркелӳçӗсем. Çак вăхăтрах унта хутшăнакансем çулӗпе çамрăкланса пыни курăнать. Кăна Рифкат Минниханов та асăнчӗ. Пӗрре конкурса хутшăнса çӗнтерейменнисем тепӗр çул та заявка панă тӗслӗхсем те тӗл пулаççӗ.
Конкурс 5 номинаципе иртет: «Перспектива» (10-11 классенче, колледжсенче вӗренекенсемшӗн), «Студентсен стартапӗ» (аслă шкулсенче вӗренекенсемшӗн); «Технологи компанийӗ» (пӗчӗк компанисем); «Интеллект харпăрлăхӗ» (патентсен авторӗсен), «Корпоратив инновацийӗ» (инноваци ӗçне системăпа аталантаракан компанисем).
Çӗнтерӳçӗсем валли 25 призлă вырăн пăхса хунă. Рифкат Нургалиевич сăмахӗпе конкурс пултаруллисене палăртмалли площадка çеç мар, проектсене суйласа илсе республика экономикине аталантарма ӗçе кӗртессипе пысăк пӗлтерӗшлӗ. «Çулталăк инновацийӗн» тӗп тӗллевӗ – пултаруллă çынсенчен тăракан команда пухасси.
Конкурсăн лайăх енне палăртса ТР ИВФ директорӗ Дамир Галиев çапла каларӗ: «Проектсене конкурс кашни тапхăрта, пурнăçланичченех илсе пырать – шкул ачин пуçӗнче çуралнă идейăран пуçласа пулса çитнӗ технологи компанийӗ таранччен». Çакна та асăнмалла, конкурсант проектне профессионалсен экспертизи хакласа малалла аталантарма институтсен тӗревӗпе, партнерсен пулăшăвӗпе малалла ӳсме май парать.
«Çулталăк инновацийӗ» шкул олимпиадисенче çӗнтерекенсене республикăн экономикишӗн технологиллӗ çӗнӗлӗхсем тума май паракан хатӗр пулса тăрать.
«Студентсен стартапӗ» номинацире çӗнтернӗ Резеда Шигапована итлеме кăсăк пулчӗ. Çамрăк хӗр идейи Тутарстан экономикишӗн кăна мар, çӗршыв, тӗнче сывлăх сыхлавӗшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать. Çурăм шăмми аманнине сиплессипе çыхăннă унăн проекчӗ, нумай чух ку инкек инвалид кресли çине лартать çынна. Резеда пӗрремӗш хут хутшăннă конкурса, çӗнтернӗ хыççăн унăн идейине малалла аталантарса patch-clamp меслечӗпе нейронлă культурăна малалла тӗпчеççӗ.
ТР Наукăпа технологи фончӗн директорӗ Тимур Халитов конкурс проекчӗсене экспертсем мӗнле хакланине каласа пачӗ. Конкурса хутшăнма заявка паракансене вӗрентсе калани хăй питӗ хака ларать теес килет. Тимур Чингизович çакна асăрхарӗ – çав тери ăслă претендентсем, чаплă идейăсемпе малалла иртеймен тӗслӗхсем сахал мар тӗл пулаççӗ. Мӗншӗн? Сăлтавӗ автор хăйӗн проектне итлесе ларакансем ăнланмалла, вӗсене илӗртмелле каласа парайманнинче. Унăн хăйӗн проектне сутма пӗлмелле тесе шутлать фонд директорӗ.
Проекта çӳллӗ шайри экспертсем суйласа илни идейăна пурнăçланма пысăк шанăç парать.
Пресс-конференцире партнерсен пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине те палăртрӗç. Тӗпчевçӗсемпе предпринимательсем пӗрле ӗçлени хăйне май экосистема йӗркелет: наука, вӗрентӳ, бизнес республикăна, çӗршыва технологи лидерне кăларасшăн тăрăшаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев