Çуралман ачасемшӗн амăш капиталӗ илнӗ
Суд сакки çинче харăсах 15 çын. Ултав схеми йӗркелесе çуралман ачасемшӗн амăш капиталӗ илнӗ вӗсем. Çапла майпа Тутарстанăн бюджетӗнчен кăна 9,8 миллион тенкӗ вăрланă.
Хусанти Вахитов район судӗнче амăш капиталӗпе çыхăннă уголовнăй ӗç енӗпе пренисем пуçланнă. Тӗп фигурант – Арам Багиян, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Следствирен курăннă тăрăх, 2021-2022 çулсенче хăйӗн пулăшуçисемпе пӗрле ултав схемине хутшăнма килӗшекен хӗрарăмсене шыранă вăл. Кун пек «анне» ЗАГСа килсе килте ача çуратрăм тесе пӗлтернӗ, факта Арам Багиян свидетель пулса ӗнентернӗ. Кун хыççăн ачан çуралнă хутне тата амăш капиталӗ валли справка тутарса укçа илнӗ вӗсем. Пӗр пайне хӗрарăма панă, ыттине хăйсене хăварнă.
Арам Багиян хут çинчи 708 (13-шӗ Тутарстанра) ача çуралнин свидетелӗ пулнă. Айăпа йăлтах йышăнмасть вăл, хăйне шулӗк тесе те шутламасть, суя документсем тунă преступленипе кăна килӗшет. Суд вӗçленмен-ха.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев