Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çыравçăсемпе ӳнерçӗсем К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнчи уява хутшăнчӗç

Пуш уйăхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Çуркунне тата хӗрарăмсем» ӳнер куравӗ уçăлчӗ, хӗрарăм- поэтсем хăйсен сăввисене вуларӗç.

Залра «Хӗрарăм куçӗ тӗсӗллӗ тӗнче» пултарулăх ушкăнӗн (ертӳçи – Светлана Кокель) 30 ытла ӗçӗпе паллашма май пулчӗ. Портретсем, пейзажсем, натюрмортсем, тӗрлӗ техникăра калăпланăскерсем, илемӗпе тӳрех тыткăнлаççӗ. Кураври кашни картина хӳхӗм, çутă, ырă. Вӗсенче пурнăç тапса тăрать. Хӗрарăм поэтсем «картинăсен ытамӗнче» сăвăсем вуларӗç, прозаиксем тухса калаçрӗç. Анне, çуркунне, юрату, хавхалану çинчен чылай хайлав янăрарӗ.

Çакăн пек çурхи тӗлпулусем тахçанах йăлана кӗнӗ. Мероприятие Чăваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова, çавăн пекех хастар авторсем – Улькка Эльмен, Лидия Сарине, Людмила Сачкова, Светлана Гордеева тата ыттисем те – хутшăнчӗç. Пултаруллă хӗрарăм-поэтсем сăввисене хăпартланса вуларӗç.

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн иртнӗ уявра çыравçăсемпе ӳнерçӗсем пӗр-пӗрне çуркунне çитнӗ ятпа саламларӗç. Тӗлпулăва Роза Степанован тата Александр Речкинăн пултарулăх номерӗсем илемлетрӗç.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев