Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ДЕСАНТНИКСЕНЕ АСĂНСА ВИÇӖ ЯЛТА ПАЛĂК УÇРӖÇ

Сывлăш десанчӗн çарӗ Раççейре мӗн йӗркеленсе кайнăранпа элитлă шутланнă, салтака каякансенчен нумайăшӗ унта лекме ӗмӗтленсен те десанта пурне те илмеççӗ. ВДВра служба иртесси питӗ сумлă. Çар конфликчӗ тухас пулсан хӗрӳ вырăнсене чи малтан десантниксене кӗртсе яраççӗ. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан та шăпах десантăн штурм батальонӗсем пӗрремӗш йывăрлăха яланхилле хăйсем çине илнӗ.

Августăн 2-мӗшӗнче Раççей десанчӗ хăй кунне палăртрӗ. Сывлăш десант çарӗ йӗркеленсе кайнăранпа 93 çул çитрӗ. Çӗршывӗпех ăна халалланă тӗрлӗ мероприятисем иртрӗç çак кун. Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми, Чăваш Çӗпрел, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗсенче ăна мемориал палăкӗсем, Мухтав аллейи уçса паллă турӗç. Торжествăлла мероприятисем Хулаçырминчен пуçланчӗç. Йышлă халăх хушшинче кăвак беретлă, кăвак йӗрлӗ майкăллă паттăрсене таçтан инçетрен асăрхатăн. Вӗсем чăн та ыттисенчен уйрăмрах курăнса тăраççӗ – хăйсене тыткаланипе, тапса тăракан вăй-халпа, харсăрлăхпа. 

Мероприяти ирхине вунă сехетре пуçланчӗ. Çак вăхăта халăх йышлă пуçтарăнчӗ. Тӗрлӗ çапăçусенче пуç хунă десантниксене тата ятарлă çар операцийӗнче паттăрла кӗрешсе пуç хунă Денис Исаева асăнса хатӗрленӗ палăка Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене халалланă мемориал палăкӗ çумӗнче вырăн уйăрнă. Ăна уçнă çӗре Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, ВДВ ветеранӗ Анатолий Храмов, тӗрлӗ çулта сывлăш десант çарӗсенче пулнисем,  Тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă ветерансен канашӗн председателӗ Виктор Петухов, СВОра пуç хунă Денис Исаевăн тăванӗсем, Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеев, юнармеецсем, шкул ӗçченӗсемпе вӗренекенсем, чӗннӗ хăнасемпе ял-йыш хутшăнчӗç. 

Мероприяти десантниксен ялавне çӗкленипе пуçланчӗ, чыслă тивӗçе Анатолий Храмов пурнăçларӗ. Палăка уçакансем Марат Гафаров, Николай Угаслов, Анатолий Храмов пулчӗç. 

«ВДВ – эпир мар пулсан никам та! Çак девиз хăюлăх, паттăрлăх, харсăрлăх символӗ пулса тăчӗ. Совет тапхăрӗнчех кашни арçын ача Сывлăш десант çарне лекме ӗмӗтленнӗ. Анчах кашнине пӳрмен. Кунта вăй-халпа хăюлăхсăр пуçне ăс-тăн пултарулăхӗ те, çӗршыва чунтан парăнни те кирлӗ. Кӗрешӳçӗ-десантниксене халалланă палăка тума хутшăннисене, пуçаруçăсене пурне те чӗререн тав тăватăп. ВДВ вăл – пирӗн мухтав, çар элити. Хуть мӗнле вăрçăра та десантниксем тăшманшăн хăрушă вăй пулнă. Афганистан, Чечня, Сири, Кавказ... Паян та пирӗн атьсем неонацистсене хирӗç тивӗçлӗ кӗрешеççӗ. Аслă сержант Денис Исаев десант çарӗсен паттăр салтакӗ хăй пурнăçне мирлӗ пурнăçшăн кӗрешсе пачӗ. Ӗмӗрлӗх мухтав паттăрсене», – терӗ район пуçлăхӗ хулаçырмисене уявпа саламласа. 

Сăмах калакансен шутӗнче Николай Угаслов, Денис Исаевăн тăванӗсем, ВДВ ветеранӗ Анатолий Храмов, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеев пулчӗç. 

«Пирӗн ертӳçӗ Маргелов (В.Ф.Маргелов – ВДВ легендарлă командующийӗ, 1954–1959, 1961–1979 çулсем): «ВДВна лекрӗн-тӗк – мăнаçлан, лекмерӗн пулсан – савăн», – тетчӗ. Тавах, мемориаллă палăка тума пулăшакансене, тӗп спонсора – Анатолий Чечукова», – терӗ кӗскен ветеран-десантник. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеев мемориал палăкне тунă çӗре хутшăннисене, спонсорсене, ятарлă çар операцине хутшăннисен ашшӗ-амăшӗсене тав турӗ, Тав хучӗсем парса чысларӗ.

Чăваш Çӗпрелӗнче десантниксене халалласа ВДВ гербӗ евӗр стела уçрӗç. Унта Çӗпрел районӗн Ӗçтăвком ертӳçи Рустам Мухаметзянов, отставкăри генерал-полковник Валерий Колпаков, ку ялтан тухнă десатниксем хутшăнчӗç. Мероприяти стела тавра йывăç лартнипе вӗçленчӗ.  

Çӗнӗ Йӗлмелӗнче Сывлăш десант çарӗсен кунӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк çумӗнче Афганистан, Чечня Республикин территорийӗсенче терроризма хирӗç кӗрешсе тата ятарлă çар операцийӗнче пурнăçӗ татăлнисене асăнса лартнă монумент уçăлчӗ.  Ăна 1984 çулта Афганистан халăхне интернационалла пулăшса Геннадий Чамин тата Николай Пришельцев çӗре кӗнӗ, 1999 çулхи декабрь уйăхӗнче Александр Шуркинăн Чечня Республикинче терроризма хирӗç кӗрешсе пурнăçӗ татăлнă тата 2022 çулхи май уйăхӗнче Украинăра паттăрла вилнӗ Андрей Годунов десантниксене халалланă. Çак пархатарлă пуçару шкулта ОБЖ урокӗсене илсе пыракан Петр Иванович Рафиковран тухнă. Ăна пурнăçа кӗртме ял хутлăхӗ те, ял хуçалăх предприятийӗ те, районти Тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă ветерансен канашӗ те, запасра тăракан десантниксем 30 çын таранах пулăшнă. 

Çӗпрел муниципаллă районӗн ертӳçи Марат Ринатович Гафаров,  Ӗçтăвком ертӳçи  Рустам Искандерович Мухаметзянов хутшăнчӗç уяв митингне, сăмах тухса каларӗç. Районти Тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă ветерансен канашӗн председателӗ Виктор Петрович Петухов та калаçрӗ митингра. Тав хучӗсем пачӗç. 

ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов та пулчӗ паттăрсене халалланă монумента уçнă çӗрте. Сывлăш десант çарӗн ветеранӗсене саламласа Николай Федорович: «Эсир пур чух пире никам çӗнтереймӗ», – терӗ шанчăклăн. Чăваш Республикинчен тата Афган вăрçин ветеранӗсен обществин ятӗнчен саламлама Владимир Мухтеевпа Валерий Рябин килнӗ. Ульяновскран килсе çитнӗ Владимир Егорович Ярухин запасри ШӖМ подполковникӗн тата Афганистан ветеранӗн, халӗ гуманитари пулăшăвӗпе тăтăш пирӗн салтаксем патне СВОна çӳрекен Марс Киямович Саяпов отставкăри подполковникăн сăмахӗсем салтаксене пулăшасси пирки, вӗсене пулăшакансем çинчен пулчӗç.

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова хăйсене темӗнле йывăрлăхра та тивӗçлӗ тытакан ентешсене, салтаксене тăван килтен, çемйинчен юратса, кӗтсе тӗрев паракан çывăх çыннисене сума суса калаçрӗ. «Эсир пире хӳтӗленине пӗлсе эпир мирлӗ пурăнатпăр, каçсерен лăпкăн çывăратпăр», – терӗ Ирина Федоровна паттăрсене тав туса. 

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: вдв Герои СВО