Кăçал июль уйăхӗнче Елабуга районӗнчи Танайка юханшывӗнче 1820 карппа карас пулли вилнӗ.
Кăçал июль уйăхӗнче Елабуга районӗнчи Танайка юханшывӗнче 1820 карппа карас пулли вилнине пӗлтерет ТР Экологи министерствин пресс-служби. Çакна вырăнти халăх асăрхаса экологсене пӗлтернӗ иккен. Министерствăн Кама енчи управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ те пулăсем юханшыва канализаци каяшӗсене тăкнипе вилнине палăртнă. Экспресс-анализ кăтартнă тăрăх, юханшыв вараланнипе кислород пулăсем валли питӗ те сахал юлнă. Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Материалсене РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленине янă.(Сăнӳкерчӗк eco.tatarstan.ru сайтран).
Нет комментариев