«Госуслуги» порталĕнче обязательнӑй аутентификаци иртмелле
Çӗнӗ хыпарсем

«Госуслуги» порталĕнче обязательнӑй аутентификаци иртмелле

«Госуслуги» порталӑн веб-версийӗпе усӑ куракансен, çавӑн пекех харпăр кабинета çӗнӗрен е пӗрремӗш хут йӗркелекенсен октябрӗн 1-мӗшӗнчен обязательнӑй икӗ факторлӑ аутентификаци иртмелле.

Харпӑр кабинета кӗме стандартлӑ парольсăр пуçне, хушма çирӗплетӳ те ыйтаççӗ халĕ. Вӑл е СМС урлă килекен код, е биометри, е ятарлӑ приложени урлӑ илнӗ код пулса тӑрать.

Хӳтлӗхӗн иккӗмӗш факторне мӗнле лартмалла?

  1. Патшалăх услугисен харпӑр кабинетӗнче хӑвӑрӑн профиле кӗрӗр;
  2. «Безопасность» пайра «Вход с подверждением» суйлӑр;
  3.  Хушма çирӗплетӗвӗн виçӗ вариантӗнчен пӗрне суйлӑр.

 


безопасность

Нет комментариев