Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуçалăх ярмарккисем декабрӗн 23-мӗшӗчченех ӗçлӗç

Ярмарккăсем иртнӗ 10 кунра Тутарстан фермерӗсем пурӗ 789 миллион тенкӗлӗх тавар сутнă, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Ярмарккăсенче 7315 тонна пахча çимӗç, çав шутра 4528 тонна çӗрулми, 457,3 тонна сӗт, 548,8 тонна сахăр, 770 тонна аш-какай сутнă.

Ярмарккăсене 35 муниципаллă район хутшăннă.

Кӗрхи ял хуçалăх ярмарккисем сентябрӗн 9-мӗшӗнче ӗçлеме пуçланă. Вӗсем декабрӗн 23-мӗшӗчченех ӗçлӗç. Ярмарккăсем кашни шăматкун Хусанти 14 площадкăра, Çырчалли хулипе Ешӗлвар районӗнче икшер, Анат Кама хулинче виçӗ çӗрте, ытти хăш-пӗр районсенче тӗрлӗ вăхăтра ӗçлеççӗ.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство