Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Июлӗн 28-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери гепатитпа кӗрешмелли кун

Çак кун Нобель премийӗн лауреачӗ В гепатит вирусне тупнă Барух Самюэль Блумберг çуралнă

 

Çак кун Нобель премийӗн лауреачӗ В гепатит вирусне тупнă Барух Самюэль Блумберг çуралнă

Çулсерен тӗнчере 1,5 миллин çын вируслă гепатит чирӗнчен вилет. Уйрăмах В тата С вируслă гепатит тăтăш тӗл пулни çинчен калаççӗ ăсчахсем.

Гепатит, ӑна мӗнле майпа чармалла? Чиртен сипленме пулать-и?

вируслӑ гепатит пӗвере сиенлекен чир. Ӑна вăхăтра сиплеме пуçламасан çын йывăр лару-тăрăва кӗрсе ӳкет: е цирроз (пӗвер вӑйлӑ сиенленсе ӗçлеме пӑрахни) пуçланать,  е тата пӗвер ракӗ аптратса ӳкерет.

С гепатитпа чирлекенсене пурне те ятарлӑ сиплев кирлӗ. Пӗверхăйне хăй çӗнетме пултаракан хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр орган. Вируса пӗтерсен пӗвер клеткисем сиенленесси чарăнать, вӗсем çӗнелме пуçлаççӗ.

Пулать-и сыхланма вируслă гепатитран?

  Пӗвер чирӗсенчен сыхланмалли тӗп мелсем:

 Шайлашуллӑ апат-çимӗç: ешӗл пахча çимӗçпе улма-çырла ытларах çимелле, çуллӑ какай, тӗтӗмленӗ аш, тӑварланӑ çимӗç тата сахӑрлӑ апат-çимӗç виçине чакармалла.

Эрех-сăрапа иртӗнмелле мар: алкогольлӗ шӗвексем пӗвер клеткисене пысӑк сиен кӳреççӗ, цирроз тата шыçӑ аталанма пулӑшаççӗ.

 сывă пурнӑç йӗрки: çанçурăма, шăмшака ааталантарма усанусем туни иммунитета çирӗплетет, мӗнпур органӑн, çав шутра пӗвер те, ӗçне лайӑхлатать.

 Чирлесен çыннăн хăйӗн тӗллӗн сипленмелле мар, мӗншӗн тесен эмел пӗвере сиен кӳме пултарать.  

Гепатитран вăхăтра вакцинаци туни организма юн урлӑ ерекен чирсенчен, В тата С гепатит йышши инфекцисенчен, хӳтӗлет.

В тата С гепатитпа чирлӗ çынсемпе хутшăннă чух асăрханмаллине астусах тăмалла.

 Юн анализӗсем памалла, УЗИ иртмелле.

 Хăвăрт ывӑнма тытăнсан, аппетит чаксан, ӳт е куç саралнине асăрхасан специалист патне çул тытмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье