Июнӗн 8-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче Сабантуй иртрӗ
«Мӗнле лайăх Сабантуй пулчӗ паян», «Прологӗ, прологӗ тата мӗн тери аван», «Пӗлтӗр те лайăхчӗ те кăçал тата вăйлăрах хатӗрленнӗ», тесе каланине нумай çынран илтме пулчӗ. Уяв лапамӗнчен халăх кăмăллăн калаçса килелле утрӗ çак кун.
«Мӗнле лайăх Сабантуй пулчӗ паян», «Прологӗ, прологӗ тата мӗн тери аван», «Пӗлтӗр те лайăхчӗ те кăçал тата вăйлăрах хатӗрленнӗ», тесе каланине нумай çынран илтме пулчӗ. Уяв лапамӗнчен халăх кăмăллăн калаçса килелле утрӗ çак кун. Сăмахăм июнӗн 8-мӗшӗнче Çӗпрелӗнчи Сабантуй пирки. Район шайӗнчи уяв кунта пурăнакан мӗнпур халăха пуçтарчӗ. Чăвашӗ, тутарӗ, вырăсӗ, ытти наци çынни пӗрле савăнчӗ ака ӗçӗсем вӗçленнипе çыхăннă уявра.
Сабантуй лапамӗ анлă. Ун варрине тӗп сценăпа хисеплӗ хăнасен трибуни йышăннă. Сцена хыçӗнче ретӗпе капмар çурт евӗр батутсем, аквазорбпа ярăнма бассейнсем лартса тухнă, ача-пăча татăлмарӗ вӗсем патӗнчен. Трибунăран самай аякра ретӗпе ял хутлăхӗсен çурчӗсем ларса тухнă. Унта кашни ял хутлăхӗ хăйӗн тӗрлӗ енлӗ çитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ. Пӗрисем çăнăх авăртассипе, теприсем сунар ӗçӗпе, виççӗмӗшсем пыл хурчӗсемпе ӗçлессипе, теприсем ал ӗçӗпе тата ытти ремеслапа ăста. Кӗреке сӗтелӗсем пӗринчен тепри пуянрах. Сылтăмра вара суту-илӳ хӗрсе пычӗ, автолавккасем патӗнче çын хӗвӗшрӗ кăна.
Мероприяти яланхи пек театрализациленӗ прологпа пуçланчӗ. Ăна район центрӗн Культура çурчӗн ӗçченӗсем хатӗрленӗ. Тутар культурипе туллин паллаштарчӗ вăл. Уява килнисене Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Республикипе Ульяновск облаçӗнче патшалăх пурлăхӗпе ӗçлессипе федераци агентствин регионсен хушшинчи управленийӗн ертӳçи Альберт Хайрутдинов (вăл ТР Раисӗн саламне çитерекенни те пулчӗ), ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, «Созвездие – Йолдызлык» фестивалӗн генеральнăй директорӗ, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Дмитрий Туманов саламларӗç.
Унтан ял хуçалăхпа агропромышленность, культура, вӗрентӳ, спорт, социаллă сферăсенче малта пыракансене, ятарлă çар операцине хутшăннисене патшалăх наградисемпе, Хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысларӗç. Сехете яхăн тăсăлчӗ ку церемони.
Чи малтан СВО паттăрӗсене. Марат Гафаров вӗсене пуç тайсах тав турӗ.
Чăвашсем те йышлă пулчӗç награда илнисен шутӗнче. Чăваш Çӗпрел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Виталий Землемеров «ТР вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвӗнчи тивӗçсемшӗн» медале, Хулаçырминчи Культура çурчӗн заведующийӗ Клара Портнова ТР Культура министерствин хисеп паллине, Упири вăтам шкул вӗрентекенӗ Наталья Куракина Хисеп хăми çине лекме тивӗç пулчӗç. «Рассвет-Агро» механизаторӗсем Петр Архиповпа Дмитрий Степанов, «АгроТрансПорт» общество механизаторӗ Владимир Митрофанов «Батыр сева» хисеплӗ ята тивӗçрӗç. Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкул-ача сачӗн директорӗ Галина Кудряшова вара Сабантуй ялавне çӗкленӗ ушкăнра пулни савăнтарчӗ.
Наградăсем хуçисем патне çитнӗ хыççăн Сабантуй хăнисем концерт пăхса, наци вăййисемпе ăмăртăвӗсене хутшăнса савăнчӗç. Кӗрешӳ ăмăртăвӗнче кам çӗнтернине палăртса хăвармаллах, вăл Сабантуй кульминацийӗ-çке. Чемпион ятне Кӗçӗн Чăнлă ялӗнчи Раиль Айнетдинов илчӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев