Çакăн çинчен Тутарстанăн 100 çуллăхне халалланă ишеврен таврăннă моряксем каласа пачӗç
45 пин километр шывпа иртсе Тутарстан яхтсменӗсем республика 100 ҫул тултарнине халалласа ҫӗр чӑмӑрӗ тавра ишеврен таврӑннӑ.
"Татар-информ" агентствора журналистсемпе "Милонга" яхтӑн капитанӗ Алмаз Алеев тӗлпулчӗ.
Тинӗс законӗсемпе, командӑна хӑрушлӑх пулсан, капитан кирек хӑш порта та кӗме пултарать. Анчах 3 ҫынран тӑракан тутарстансен экипажне коронавируса пула, пур ҫӗре те кӗртмен.
"Тепӗр енчен, кӗртмен ҫӗрсенчен иртнӗ чухне эпир апата перекетлеттӗмӗр, ҫумӑр шывне пуҫтараттӑмӑр. Тинӗс шывне тӑрӑлтаракан хатӗр пурччӗ", – тесе каласа парать яхта капитанӗ.
Парус спорчӗ технологи енчен ансат мар, укҫа-тенкӗ енчен те йӳнӗ теме ҫук. Экспедици яхти 100 пин евро тӑрать, хушма оборудовани - 20 пин евро. Тата 9 уйӑхлӑх апат-ҫимӗҫ. Унсӑр пуҫне портсене кӗресси йӳнӗ мар. Романтика вӑхӑчӗ иртнӗ. Бюрократсем пирӗн ҫӗршывра кӑна мар.
"Малтан ун пек марччӗ, – тет Алмаз Алеев. – Эпир нихӑш ҫӗршыва виза илсе курман, портсене те ҫулҫӳревҫӗсене тӳлевсӗр кӗртетчӗҫ".
Яхтинг - питӗ йывӑр спорт тӗсӗ. Унта дистанцирен анса юлма ҫук, уйрӑмах океанра чухне.
Команда нумай тинӗс урлӑ иртнӗ:
Азов, Хура, Вӑтаҫӗр, Панама каналӗ, Адан заливӗ, Хӗрлӗ тинӗс. Суэц каналӗ, Арафунски тинӗсӗ. Унсӑр пуҫне Атлантика, Лӑпкӑ, Инди океанӗсем.
Тӗнче шывӗн чи пӗрремӗш проблеми - экологи. Инди океанӗнче ҫӳпӗ-ҫапӑ утравӗсем ишеҫҫӗ. Мрамор тинӗсӗ питӗ таса мар.
Нет комментариев