Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инкек пӗччен çӳремест

Арçын хăй айăпӗнчен тунмасть. Вӗсем пӗлӗшӗпе иккӗшӗ эрех ӗçсе ларнă иккен, унтан çапăçса кайнă.

КӖПЕ ÇУМАЛЛИ МАШИНĂРАН ТОК ÇАПНĂ
Январӗн 25-мӗшӗнче Заинск хулинчи 61-ри арçынпа пулнă инкекӗн сăлтавӗ –  хăрушсăрлăх правилисем çинчен манни. Арçын ваннăри канализацие тасатнă хушăра кӗпе çăвакан машинăна вырăнтан хускатма хăтланнă. Çав самантра ура айӗнче шыв пулни, техникăна сетьрен кăларманни çине тимлӗх уйăрман вăл. Заземлени çукран машинăран ток çапасса шутламан ӗнтӗ, анчах йăнăш пӗрре пулать тенешкел, сывă юлайман. Виллине тепӗр темиçе сехетрен киле таврăннă ывăлӗ асăрханă.
 
ПУСĂ АХАЛЬ ШĂТĂК МАР
Январӗн 22-мӗшӗнче Тукай районӗнчи пӗр ялта пулнă инкекӗн сăлтавӗ те хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни. Кунта управляющи компанин ӗçченӗ ӗç вăхăтӗнчех вилсе кайнă иккен. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, компанин икӗ ӗçченӗ çав кун пăрăхсем шыв юхтараççӗ текен хыпара тӗрӗслес шутпа ялта шыв пуссисене пăхса çӳренӗ. Закона пăсса пăрăх тăснă пуль тесе арçынсенчен пӗри пусса ансах тӗрӗслеме шутланă. Паллах, ятарлă хатӗрсемсӗр, 3 метра ансан тепӗр темиçе минутранах тăнне çухатнă. Виллине çăлавçăсем хăпартнă.
 
криминал
ÇИЛЛИ КИЛНИПЕ...
 Хусанта пӗлтӗрхи октябрь пуçламăшӗнче пулнă хăрушă преступленишӗн арçынна 13 çуллăха тӗрме кӗтме пултарать. Шăпах çавăн чухлӗ срок пама ыйтнă çак кунсенче судра патшалăх айăплавçи. Вӗлерсе вакланă пӗлӗшне Казанка çырми хӗррине чавса чикнӗ. Ăна тытма йӗрке хуралçисене тимлӗ кӳршисем пулăшнă. Шăпах вӗсем каçхине юн тумламӗсене лифтра, каярах юнлă михӗсем тытнă арçынна курсан полицие пӗлтернӗ те. Арçын хăй айăпӗнчен тунмасть. Вӗсем пӗлӗшӗпе иккӗшӗ эрех ӗçсе ларнă иккен, унтан çапăçса кайнă. Ӳсӗрскер, хăнана ăнсăртран вӗлерсе пăрахсан йӗрсене çухатма хăтланнă. Çавăнпа вилене вакланă та. «Чи малтан хăй кӳрентерчӗ, алă çӗклерӗ. Хытă çиллентерчӗ вăл мана», – ăнлантарнă преступник хăй хăтланăвне. Суд приговор йышăнман-ха, мӗншӗн тесен адвокат патшалăх айăплавçи сӗннӗ приговора çемçетме ыйтать. Çакна преступлени тунă вăхăтра арçын ӳсӗр пулнăран хăй мӗн хăтланнине ăнланманнипе çыхăнтарать. Тепӗр суд ларăвӗ февралӗн 7-мӗшӗнче пулать.  
РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри
 управленийӗн материалӗсем тăрăх
Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чăвашсем чăвашла