Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иван Андреева халалланă турнир Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 6-мӗш хут иртрӗ

Январӗн 27-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çуртӗнче И. В. Андреева халалланă VI шахмат турнирӗ иртрӗ.

Мероприятие уçнă май ялти Пенсионерсен канашӗн председателӗ Г. Карсаков ял-йыша Иван Васильевичăн ырă ӗçӗсем пирки аса илтерчӗ. Бауман ячӗллӗ колхозра малтан механизатор, унтан трактор бригадин бригадирӗ, Çӗнӗ Йӗлмел ял Совечӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи пулса ӗçленӗ, каярах ТАССР Аслă Канашӗн депутачӗ пулнă хисеплӗ ентешӗмӗр яланах спортпа туслă пулнă. Иван Андреев район тата республика шайӗнчи ăмăртусенчен яланах çӗнтерӳçӗ е призер пулса таврăннă. Çăмăл атлетика енӗпе те, йӗлтӗрпе чупассипе те, пневматикăлла винтовкăран перессипе те, йывăр атлетикăра та пысăк çитӗнӳсем тунă вăл. Уйрăмах шахматла выляма юратнă. 


Акă ӗнтӗ Иван Васильевича асăнса улттăмӗш хут шахмат турнирӗ иртрӗ Çӗнӗ Йӗлмелӗнче. Ăна йӗркелекенӗ унăн кӗçӗн ывăлӗ Николай Андреев. 
Турнира ача-пăча та, аслисем те хутшăнчӗç. Çитӗннисен хушшинче 1-мӗш вырăна Альфис Гафуров, 2-мӗшне Владимир Выселкин, 3-мӗшне Раис Гафуров йышăнчӗç. Шкул ачисен хушшинче Святослав Головин 1-мӗш, Игорь Карсаков 2-мӗш, Владимир Ефимов 3-мӗш пулчӗç. 


Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков çӗнтерӳçӗсене Диплом парса чысларӗ, малашне те спортра пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунчӗ. Турнира йӗркелӳçи Николай Андреев вара вырăн йышăннисене пурне те укçан преми пачӗ. Çавăн пекех мероприятие уйрăмах хастар хутшăннă Иван Симуллинпа Надежда Евграфовăна та укçан призсем парса хавхалантарчӗ. Ялти Культура çурчӗн директорӗпе Наталья Макаровăпа Пенсионерсен канашӗн ертӳçине Геннадий Карсакова та палăртмасăр хăвармарӗ Николай Иванович — Тав хучӗпе чысларӗ. Турнирта вырăн йышăнайман ачасене те асăнмалăх парнесем пачӗ. 


Палăртса хăвармалла, фойере Иван Андреевăн пурнăçӗпе çитӗнӗвӗсене халалланă стендсем йӗркеленӗччӗ, унăн пысăк портретне вырнаçтарнăччӗ. Андреевсен çемйине, уйрăмах Николай Ивановича, çулсерен турнир йӗркелесе ирттернӗшӗн чӗререн тав тăватпăр. Шахмат турнирӗ спортăн çак тӗсне малалла аталантарма пулăшать, ăна ирттерни вара Иван Андреевăн ырă ятне ăруран ăрăва упрама, асра тытма хистет. 


Геннадий КАРСАКОВ.


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев