Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçалтан пӗрлехи пособи пулать

Кăçал хăш-пӗр социаллă тӳлевӗн индексацийӗ пулса иртет. Унсăр пуçне тутарстансем универсаллă пособи илме тытăнаççӗ, вăл тӳрех ултă тӗрев мелӗсене пӗрлештерет.

Çак пособие Раççей социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗ кирлӗлӗх критерийӗсене комплекслăн хакланă хыççăн парать. Пӗрлехи пособи малтанхи сроксенче медицина организацине учета тăнă йывăр çын хӗрарăмсене парăнакан пособие, ача пăхнăшăн парăнакан пособие, пӗрремӗш ача çуралсан (е усрава илсен), вăл виçӗ çул тултариччен уйăхсерен парăнакан пособие, ачана 3-рен 7 çул тултариччен уйăхсерен парăнакан пособие, ачана 8 çултан пуçласа 17 çула çитиччен парăнакан пособие, виççемӗш е ун хыççăнхи ача çуралнăшăн (усрава илнӗшӗн), вăл виççӗ тултариччен парăнакан пособие пӗрлештерет.    

«Йывăр çынсене парăнакан пособи Тутарстанра ӗçлекен халăх валли йышăннă пурнас минимум суммипе килӗшӳллӗн ӳсет. 2023 çулта çак кăтарту 13 319 тенкӗ пулать. Çавна май, 50% чухлӗ пособи 6659 тенкӗ, 75% чухли – 9989 тенкӗ, 100% – 13 319 тенкӗ пулать», – тесе ăнлантарнă Раççей социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Эдуард Вафин.   

2023 çулхи кăрлач уйăхӗнчен пуçласа ача виçӗ çул тултариччен амăш капиталӗнчен уйăхсерен укçа илсе тăмалли право пулать. Çак право миçемӗш ача çуралнине пăхмасăрах парăнать. Тӳлевсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗ çав шайрах юлать, камăн-тăр ӳсет те. Унсăр пуçне çӗнӗ çултан ачаллă çемьесене парăнакан пособи калăпăшӗ те ӳсет.

«Пурнас минимум сумми ӳснӗ май, ачаллă çемьесене парăнакан пособисене ӳстереççӗ. Çак кăтарту 2023 çулта 11 852 тенкӗ пулать. Пособин 50% - 5926 тенкӗ таран ӳсет, 75% – 8889 тенкӗ таран, 100% – до 11852 тенкӗ таран», – тесе ăнлантарнă Раççей социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи.
«Татар-информ» агентствон сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев