Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Каçхи тӳпере çăлтăр нумай пулсан – кăмпа татма ытларах карçинкка хатӗрле

Утă уйăхӗн 7-мӗшӗ – Иван Купала. Ир çинчен вăйлă сывлăм ӳкнӗ-тӗк – хăяр ăнса пулать. Начарри çинчен шутлама, кулянма юрамасть.

• Утă уйăхӗн 8-мӗшӗ – Петр тата Феврония. Ку кун шăрăх-тăк – тата 40 кун шăрăх пулать. Çемьере тăнăçлăх, килӗшӳ пултăр тесе Турра кӗлтумалла.

• Утă уйăхӗн 9-мӗшӗ – Давид Солунский. Турă Амăшӗн Тихвин турăшӗн кунӗ. Çак кун çумăр çусан сентябрьчченех йӗпе-сапа пулать. Шăрăх-тăк – тата çичӗ эрне уяр çанталăк хуçаланӗ. 

• Утă уйăхӗн 10-мӗшӗ – Самсон. Çак кун çумăр çусан кӗркуннехи «карчăк ăшшичченех» çăвать теççӗ. Çурçӗр енчен кăтра пӗлӗтсем шусан – типӗ çанталăка, хӗвеланăç енчен – йӗпе-сапана. 

• Утă уйăхӗн 11-мӗшӗ – Питрав умӗнхи кун. Куккук çак кун тӗлне авăтма пăрахать-тӗк – хӗл ир килет, нумай юрлă пулать. Йывăç çинчен çулçă ӳкме пуçлать. 

• Утă уйăхӗн 12-мӗшӗ – Питрав. Питрав хыççăн та куккук авăтать пулсан çулла вăрăма тăсăлать, хӗл час лармасть. Кун тăршшӗпе çанталăк темиçе те улшăнсан тухăç ăнса пулать. Çак кун çумăр çусан Çӗнӗ çул каç тăман тустарӗ.

• Утă уйăхӗн 13-мӗшӗ – 12 Апостол. Çак кун çуралнă çын хăй тăвас тенине яланах пурнăçлать теççӗ. Куккук кунӗпе авăтать-тӗк – ăшă кунсем вăраха тăсăлаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы