Кăнна Кушки хăна пуçтарать
Вӗрентекенсене, клуб ӗçченӗсене, чăваш центрӗсен хастарӗсене, мӗнпур чăваша сентябрӗн 22-мӗшӗнче юбилее кӗтеççӗ.
Кăçалхи çул Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялӗшӗн пысăк юбилейсемпе паллă: И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул, И.С.Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 125 çул, А.Е.Алга çуралнăранпа 105 çул, П.Т.Петӗркки тата А.Г.Казакова çуралнăранпа 115 çул. Вӗсен çуралнă кунӗсем тӗрлӗ вăхăтра пулнăран Теччӗ районӗнчи чăваш центрӗпе вырăнти администраци юбилейсене сентябрӗн 22-мӗшӗнче паллă туса ирттерме шутланă. Уява йӗркелекенсем вӗрентекенсене, клуб ӗçченӗсене, чăваш центрӗсен хастарӗсене уява йыхравлаççӗ. Мешехе 11 сехетре Кăнна Кушкинчи шкул умӗнче пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев