Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кану вăхăтӗнче ачасем ТР ЧНКА хастарӗсемпе тӗл пулчӗç

Декабрӗн 19-21-мӗшӗсенче Хусан çывăхӗнчи «Туслăх» кану лагерӗнче тăван (чăваш, удмурт, мордва, мари) чӗлхесемпе предмет олимпиадисен финалӗсем иртрӗç

Йăла тăрăх унта тӗрлӗ районсенчен 9-10 классенче вӗренекен ачасем килчӗç. Жюри тивӗçӗсене Чăваш Республикин Вӗрентӳ институчӗн специалисчӗсем пурнăçларӗç. Кану вăхăтӗнче ачасем ТР ЧНКА хастарӗсемпе тӗл пулчӗç. 
Акт залӗнче пухăннă вӗренекенсене ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗн заведующийӗ Сильвия Чаркина саламларӗç. Вӗсем ӳсекен ăру чӗлхене малалла аталантарнине, вӗренӳри тăван чӗлхе пӗлтерӗшне палăртрӗç. Ирина Трифонова «Сувар» хаçат йӗркеленӗ конкурссенче мала тухнисене Дипломсем парса чысларӗ.  
Тӗлпулăвăн иккӗмӗш пайӗнче ТР ЧНКА çумӗнчи «Аталан» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем ачасемпе квест ирттерчӗç. Вӗренекенсем чăваш халăх юмахӗсене, литературăри сăнарсене аса илчӗç, халăх вăййисене вылярӗç тата ташласа балсем пуçтарчӗç. Юлия Еремеева ертсе пыракан çамрăксем олимпиадăна килнӗ ачасен кăмăлӗсене аванах çӗклерӗç. Çакнашкал тӗлпулусем тӗрлӗ районсенчи чăваш ачисене пӗрлештерессе шанаççӗ ТР ЧНКА ертӳлӗхӗнче. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев