Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Карантин пӗтсен те сутма юрамасть-ха

ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн августăн 20-мӗшӗнче тухнă указӗпе Апас, Капăç, Камско-Устьински тата Пăва районӗсенчи 16 харпăр хуçалăхра карантин пӗтнӗ.

Тутарстанăн Çӗпрел, Пăва, Кайпăç, Теччӗ, Апас, Камско-Устьински районӗсенче килти чăх-чӗп кайăк-кӗшӗк грипӗпе чирлесе вилнӗ тӗслӗхсем палăрсанах, ветеринари служби тивӗçлӗ мерăсем йышăнчӗ. Çапла майпа чире сарăлма памарӗç. Кăна июлӗн 25-мӗшӗнченпе республикăра кайăк-кӗшӗк грипӗ палăрнă пӗр тӗслӗх те пулманни çирӗплетет.

ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн августăн 20-мӗшӗнче тухнă указӗпе (документа республика ертӳçин сайтне лартнă) килӗшӳллӗн, Апас, Капăç, Камско-Устьински тата Пăва районӗсенчи 16 харпăр хуçалăхра карантин пӗтнӗ. Документра пӗлтернӗ тăрăх, çак хуçалăхсенчен çавах та тепӗр виçӗ уйăх ытти хуçалăхсене чӗпӗ кăлармалли çăмарта, чӗрӗ кайăк-кӗшӗк илсе кайма юрамасть-ха. (Т.Маркова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: птичий грипп