Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăрлач уйăхӗнче пенсисене 4,8% индексацилӗç

Раççей социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, 2023 çулхи кăрлачăн 1-мӗшӗнчен ӗçлемен пенсионерсен страхлав пенсийӗсем 4,8 процента ӳсӗç.

Индексаци хыççăн çирӗплетнӗ тӳлев калăпăшӗ Тутарстанра 7567 тенкӗ пулать, пенси коэффициенчӗн хакӗ 123,77 тенкӗ. Ведомствон пресс-службинче пӗлтернӗ тăрăх, кашни пенсионерăн пенси ӳсӗмӗ уйрăм пăхса тухăнать. Тӗслӗхрен, енчен те çыннăн страхлав пенсийӗ 2022 çулхи раштав уйăхӗнче 15 пин тенкӗ пулнă пулсан, кăрлачра ун çумне 720 тенкӗ хушăнать. Енчен те гражданин пӗлтӗр 10 пин тенкӗ илсе тăнă пулсан, унăн пенсийӗ çумне кăçал 480 тенкӗ хушăнӗ. 
Унсăр пуçне уйăхсерен парăнакан укçа тӳлевӗсен, социаллă пенсисен, патшалăх тивӗçтерӗвӗпе парăнакан пенсисен индексацийӗ упранса юлать. Çавăн пекех ӗçлекен пенсионерсен çурла уйăхӗнчи перерасчечӗ те упранса юлать. Ăна ӗçпе тивӗçтерекенсем 2022 çулта куçарнă страхлав взносӗсем тăрăх шутлаççӗ, анчах та виçӗ коэффициентран ытларах мар. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев