Кашни минут çурăра Раççейре пӗрер çынна инсульт пулать
Октябрӗн 28-мӗшӗнче Хусанти волонтер-медиксем çынсене инсультпа инфаркт симптомӗсене уйăрма вӗрентеççӗ.
Шутлама кăна вӗт, кашни минут çурăра çӗршывра пӗрер çынна инсульт пулать. Пирвайхи 4-5 сехетре тивӗçлӗ пулăшу параймасан, пуç миминчи тӳрлетейми улшăнусене пула вăл инвалида çаврăнать е вилет.
Хăрушă статистика. Октябрӗн 28-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери инсультпа кӗрешмелли кун, Хусанти волонтер-медиксем «Южный» суту-илӳ центрӗнче 15: 30 сехетре хусансемпе хăнасене инсультпа инфаркт симптомӗсене мӗнле уйăрса илмеллине вӗрентӗç, тесе пӗлтерет Хусан мэрийӗн пресс-служби. Кунсăр пуçне çын пиçсен, юн кайсан, тытамак тытсан, паника атаки пуçлансан пӗрремӗш пулăшу мӗнле памаллине те ăнлантарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев