Кашни муниципалитетра вăрçăра вилнисене асăнаççӗ
Аслă вăрçă вăхăтӗнче пуçӗсене хунă салтаксене сума суса июнӗн 22-мӗшне пирӗн çӗршывра хурланупа асăну кунӗ тесе йышăннă.
80 çул каялла этемлӗх историйӗнчи чи юнлă тата хаяр вăрçă пуçланнă. Вăл миллионшар шăпана çӗмӗрнӗ, миллионшар пурнăç татнă, миллионшар ачана тăлăха хăварнă. 1941 çулта июнӗн 22-мӗшӗнче фашистла Германи Совет Союзӗ çине тапăннă. Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăл 1418 кун тăсăлнă.
Аслă вăрçă вăхăтӗнче пуçӗсене хунă салтаксене сума суса июнӗн 22-мӗшне пирӗн çӗршывра хурланупа асăну кунӗ тесе йышăннă.
Июнӗн 21-мӗшӗнче каçхине 22.00 сехетре пур çӗрте те асăну çуртисене çутатаççӗ. «Асăну çурти» акцие Тутарстан республикинчи кашни муниципалитетра çынсем хутшăннă, вырăнти мемориалсем умӗнче çуртасем çутса вăрçăра вилнисене асăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев