Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗçӗн классене вӗрентекенсен конкурсне майăн 12-мӗшӗччен заявкăсем йышăнаççӗ

«Первый учитель» Пӗтӗм Раççейри профессиллӗ конкурса регистрациленесси пырать. Ăна Раççей Çутӗç министерстви пуçарнă. Унта хутшăнас текенсенчен майăн 12-мӗшӗччен заявкăсем йышăнаççӗ.

«Первый учитель» — çӗнӗ конкурс. Пуçласа вăл пӗлтӗр кăна иртнӗ-ха. Апла пулин те педагогсен хушшинче питӗ анлă сарăлнă ăмăрту пулса тăнă вăл. Пӗрремӗш хутӗнчех ку конкурса 15 пин ытла çын хутшăннă.


Куçăн мар тапхăрăн пӗрремӗш турӗ майăн 20-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 2-мӗшӗччен тест мелӗпе иртет. Июнӗн 6 — 30-мӗшӗсенче пулакан иккӗмӗш турта вӗрентекенсен «Профпрофиль» тата «Групповая работа» конкурс тӗрӗслевӗсем витӗр тухма тивет. 


Куçăн мар тапхăрăн пӗтӗмлетӗвӗсене июлӗн 8-мӗшӗнчен кая мар тăвӗç. Финала тухнă 30 вӗрентекен куçăн тиртекен тапхăрăн 1-мӗш турне хутшăнаççӗ. Вăл кăçал Екатеринбургра иртет, мӗншӗн тесен çак хулара асăннă конкурсăн пӗлтӗрхи çӗнтерӳçи Оксана Крумина пурăнать. Пӗрремӗш турта вӗрентекенсен «Открытый урок» тата «Урок для родителей» конкурссенче хăйсен ăсталăхне кăтартмалла.


Иккӗмӗш куçăн тапхăрăн тӗрӗслевӗсем вара Мускав облаçӗнче иртеççӗ. Конкурса хутшăнакан учительсене кунта «Мастер-класс», «Брифинг» тата «Блицтурнир» кӗтет. Çӗнтерӳçӗ кам пулнине Мускавра калӗç.

Т.Бульбова сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев