Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кевер туй вӑл бриллиантлӑ

Ӗлӗк ачапа декретра ларман ял хӗрарăмӗ. Колхоз ăçта янă, çавăнта кайнă. Çуллен çăвӗпе 2-шер гектар чӗкӗнтӗр çумланă. Кӗркунне алăпа кăларнă.

  БРИЛЛИАНТ ТУЙПА!

«Ӗмӗр ӗмӗрлесси – уй урлă каçасси кăна мар», – тетпӗр пулсан та, кун хыççăн кун шусах ӗмӗр иртни те сисӗнмест. Çӗпрел районӗнчи Турхан Упи ялӗнче пурăнакан Раиса Михайловнăпа Дементий Иванович Цыфаркинсен те хăйсем пурнăç çулӗпе пӗрле утма тытăннăранпа 60 çул çитнине ӗненесех килмест-тӗр. «Сувар» вулакан хисеплӗ çак чăваш çемйине бриллиант туйпа саламлама эпир ятарласах кайрăмăр.

– Демукăн ашшӗ-амăшӗ çукчӗ, тетӗшӗ Василий авлантарчӗ. Туй тусах пӗрлешрӗмӗр. 5 кун çӗнӗ хăтара çӳрерӗмӗр. Пирӗн ратне нумайччӗ, пурӗ 25 килӗ, кашни кун​ 5-шер киле кӗретчӗç. Çӗнӗ кӗрӳпе çӗнӗ кин – эпир те пӗрле çӳрерӗмӗр. Çулталăкран​ аннесем ман енчи чи çывăх тăвансем патне, вӗсем те 7 килӗччӗ-ха, çӗнӗ хăтана илсе кайрӗç, – 60 çул каялла иртнӗ туя аса илчӗ Раиса Михайловна.
​ Раиса Михайловна та,​ Дементий Иванович та пӗр ялсемех. Дементий Иванович​ Çырмаллă касра, Раиса Михайловна Ирçе кассинче пурăннă.​ Ӗлӗк çамрăксем хуланалла кайман, çавăнпа​ йышлăн пулнă ялта. Çумма-çуммăн вырнаçнă Упи ялӗсенче пушшех те. Яш-кӗрӗм улах пӗрле ларсан та, нумай чух лайăхах палласа пӗтермен пӗр-пӗрне.​ Те вăрттăнни çинчен уççăн калаçма хăнăхманран, те чăнах та çапла пулнăран –​ Рая аппапа Демук тете туйччен туслă çӳрени çинчен питех калаçасшăн пулмарӗç. «Çитӗннӗ пулсан хӗрӗн каймалла», – текелерӗ çеç çамрăклăхӗ пирки ыйтсан Рая аппа. Пӗр килӗштермесӗрех пӗрлешмен-ха ӗнтӗ икӗ чӗре. Колхозри сурăх ферминче пӗрле ӗçленӗ вӗт. Унсăрăн 60 çул пӗр-пӗрин тӗревӗ пулса пурăнман, 6 ача çуртса ӳстермен пулӗччӗç. «Ӗмӗре лайăх ирттертӗмӗр, çапăçса, вăрçăнса пурăнман», – кӗскен хакларӗ 6 теçеткерен каçнă пӗрлехи пурнăçа кил хуçи арăмӗ. ​
Бриллиант туйччен çапла килӗштерсе пурăннин вăрттăнлăхӗ те пур Цыфаркинсен. Вăл – хисепленинче, пӗр-пӗрне итлеме тата илтме пӗлнинче иккен. Тепӗр тесен, вăрçăнса ларма вăхăчӗ те пулман-ха вӗсен. Янтине хатӗрлесе хураканни пулман вӗт. Çамрăк мăшăрăн çавăнпах ӗнтӗ пӗр хушă Çӗнӗ Упи шкулӗнче пурăнма тивнӗ. Вӗсем çак шкулта хуралта тăнă ун чух. Каярах хăйсем 6 аршăнлă çурт лартса пурăнма тытăннă.
Мӗнле вăй çитернӗ? Ваттисем калашле, авăнсан та хуçăлман. Мӗншӗн тесен ытла ир пиçӗхме тивнӗ, мӗн пӗчӗкренех мӗнле кăна йывăрлăха чăтман пуль вăрçă ачисем. Рая аппа çав хăрушă çулсене питех астумасть, вăрçă пуçланнă çул вăл 6-ра кăна пулнă-ха, 9-ти Демукăн вара 1941 çултах аслисенчен кая мар ӗçлеме тивнӗ.
– Куллен 5-шер çемье арçыннисене вăрçа ăсататчӗ. Аннене те окоп чавма илсе кайрӗç. Хӗл хута кӗлте сӗтӗртӗмӗр, молотилкăпа тырă çапрăмăр. Лашасене те вăрçа илсе кайрӗç, вăкăрсене, ӗнесене кӳлме вӗрентрӗç, – терӗ нумай сăмах вакламан Демук тете калаçăва хутшăнса. Ачалăха аса илнӗ самантра унăн куçӗсем шывланчӗç. Вăл вăхăтра мӗн тӳссе ирттернине куççульсӗр мӗнле аса илӗн?
Ир çитӗнме тивнӗренех-тӗр тума пӗлмен ӗçӗ çук унăн. Ӗç стажӗ хут çинчинчен те пысăк. 9-тах колхоз ӗçне пуçăннăскер, 67 çула çитиччен те пăрахман. Выльăх пăхаканра та, трактор-комбайнпа та, тимӗрçӗре те, колхозăн сад пахчинче те ӗçленӗ. Çав хушăрах килте вӗлле хурчӗсем тытма, кăçатă çапма ӗлкӗрнӗ. Сутма мар, çемйи валли. 6 ачине ял çинче çӗтӗк çӳретмен Цыфаркинсем. Эрех-сăрапа нихăçан та иртӗхмен çирӗп кил хуçи​ Дементий Иванович ял-йышра хисепре. Чи сумлă шурсухалсенчен пӗри вăл. Ял хутлăхӗн территорийӗнче иртекен район Акатуйӗсенче акă мӗншӗн çӗр тӗнӗлне çапас чыс ăна лекет.
Раиса Михайловнан та пурнăçӗ пыл та çу пулнă теме çук. Çитмен пурнăçа пула вăл 17-18 тултаричченех вербовкăпа Киров, Челябинск облаçӗсене вăрман касма кайнă. «Ӗç укçи 30 тенкӗ илеттӗмӗр, 50 тенкех панине астумастăп. Турат иртме каяттăмăр. Кăнтăрлахи апата хамăрпа пӗрле пӗр татăк çăкăр, тăватта пайланă сахăрăн икӗ катăкне илеттӗмӗр, саппун вӗçӗпе сӗрнӗ сивӗ шывпах сыпса çисе яраттăмăр. Паспорт памастчӗç ун чух, паспорт илес тесе хам ирӗкпе Куйбышева (халӗ Самара – Авт.) стройкăна кайрăм. Металлурги заводӗнче ӗçлерӗм. Ярасшăн марччӗ, юлмарăм, мана ял кăна кирлӗччӗ. Таврăнсан сурăх фермине ӗçе вырнаçрăм», – тăсăлать малалла калаçу.
Шăпи туртнах пуль çамрăк хӗре, Турă çырни ялтах пулнă вӗт. Шăпах сурăх ферминче куç хывнă та ăна пулас мăшăрӗ.
Пӗрин хыççăн тепри 5 хӗрпе 1 ывăл çуралнă Цыфаркинсен. Ӗлӗк ачапа декретра ларман ял хӗрарăмӗ. Колхоз ăçта янă, çавăнта кайнă. Çуллен çăвӗпе 2-шер гектар чӗкӗнтӗр çумланă. Кӗркунне алăпа кăларнă. Ачисене те хăйӗнчен хăварман амăшӗ. Йышлă ачи-пăчи валли хăйех çыхса, çӗлесе тăхăнтармалла пулнă. Мăшăрне кăçатă çапма, вӗлле хурчӗсене пăхма пулăшма та вăхăт çитернӗ.
Халӗ те ахаль лармасть 60 çул пӗрле пурăнакан мăшăр. Ял çамрăкӗсене тӗслӗх кăтартса ӗне усрать. Чăн та, ӗне сума Рая аппан вăй-халӗ сахалрах халӗ, хăйсемпе пӗрле пурăнакан ывăлӗ Николай, ялта​ тӗпленнӗ​ хӗрӗ Елена пулăшаççӗ. Ульяновск хулинче, Аслă Нагаткин ялӗнче пурăнакан хӗрӗсем Ирина, Людмилăпа Альбинашăн та ялалла çул вăрăм мар. Хулари хӗрӗсем пӗр-пӗринпе ылмашăнса эрнешер киле-киле пурăнаççӗ. Ашшӗпе амăшне пӗр куна та хăйсене кăна хăвармаççӗ. Кӗçӗн хӗрӗ Валентина кăна аякра. Ленинград облаçӗнчен час-час килсе çӳреймест. Çапах та отпускра яла килмесӗр пӗр çул та юлмасть.
Цыфаркинсен çурчӗ пӗрре те çынсăр тăмасть. 5 хӗрӗпе ывăлӗ, 5 кӗрӳшӗ, 12 мăнукӗпе 8 кӗçӗн мăнукӗ пурте пуçтарăнсан çурчӗ вӗлле хурчӗ пекех сӗрлет. Пурин валли те çитет кил ăшши. Çапла пулмалла та йышлă çемьере. Раиса Михайловнăпа Дементий Ивановича бриллиант туйпа ăшшăн саламласа çамрăк ăрушăн тӗслӗх пулса нумай çул пурăнма сывлăх, тăнăç пурнăç сунатпăр.

Ирина КУЗЬМИНА.
Çемье архивӗнчи тата А.Наумовпа И.Трифонова
​ сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев