Хӗл Мучипе Юрпике килӗç-ши ачасен уявне?
Шкулсенче, ача пахчисенче уявсем ашшӗ-амӑшӗсемсӗр иртӗҫ
Шупашкар 2021 ҫула кӗтсе илме хатӗрленет. Кӑшӑлвируса пула кӑҫал массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Ҫапах хула урамӗсенче асамлӑх хуҫаланӗ, тесе пӗлтерет Чăваш халăх сайчӗ.
Кӑҫал Хӗрлӗ лапамра 6 метр ҫӳллӗш тухья вырнаҫтарма палӑртнӑ. Вӑл юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан вырӑнӗнче пулӗ. Тухьяпа юнашар 14 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартӗҫ, ӑна илемлетӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче кукша пуҫ евӗр лампӑсем ҫутатӗҫ. Сцена ҫине лотос евӗр 6 арт-объект вырнаҫтарӗҫ.
Кӑҫал конкурссем, акцисем, фестивальсем, концертсем дистанци мелӗпе пулӗҫ. Шкулсенче, ача пахчисенче уявсем ашшӗ-амӑшӗсемсӗр иртӗҫ. Аниматорсене те чӗнме юрамӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев