Хлебодаровкӑри шкула ҫӳреме ача ҫук
Сентябрӗн 1-мӗшӗнче районти шкулсенчи пӗрремӗш класа 182 ача килмелле
"Цифра экономики" наци проекчӗпе Элкел районӗнчи 35 шкула пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет кӗртеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 28 шкула оптика-волокно кабелӗсем тӑснӑ ӗнтӗ.
Районти Вӗрентӳ управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Сурия Валеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти шкулсенче сете кӗрес хӑвӑртлӑх сахалтан та вунӑ хут ӳсет.
Ҫак шкулсенче тата ача сачӗсенче Wi-Fi саракан вырӑнсем пулаҫҫӗ, Пасарлӑ Матакри вӑтам шкулта темиҫе те.
Сентябрӗн 1-мӗшӗнче районти шкулсенчи пӗрремӗш класа 182 ача килмелле.
Анчах кӑҫал Пасарлӑ Матакри вӑтам шкулӑн филиалне – Хлебодаровкӑри пуҫламӑш шкула ачасем ҫуккиппе хупаҫҫӗ.
"Алькеевские вести" хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев