Хурланакан амăшӗ хăй вырăнне тупрӗ
Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче хӗрушă пушарпулнăранпа 2021 çулхи чӳк уйăхӗн 5-мӗшӗнче 60 çул çитет. Çак ял шкулӗнчи пушартан 106 ача тата 4 вӗренекен çăлăнайман. Унсăр пуçне чылай ачапа аслисем суранланнă.
«Çак хуйхă суранӗ халӗ те лăпнаймасть», – тесе çырать Чăваш наци конгресӗн пресс-служби.
Чăваш наци конгресӗн Президенчӗн, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗн пуçарăвӗпе Хуракасси ялӗнчи масар çине «Хурланакан амăшӗ» палăк лартаççӗ. Палăк кӳлепине ӗнтӗ çурла уйăхӗн 18-мӗшӗнчех вырăна килсе вырнаçтарнă. Унăн авторӗ Раççей тава тивӗçлӗ художникӗ Владимир Нагорнов.
4 метр çӳллӗш палăка Крыма хӳтӗлесе тата ирӗке кăларса пуçӗсене хунă чăваш салтакӗсене асăнса лартас ăнтăлусем, вырăнти влаçсем çӗр уйăрса паманран ниçта та илсе çитерейменнипе-ши, «Хурланакан аннен» çӗнӗ вырăнне Чăваш Республикинчех суйласа илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев