Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗвелпе ҫумӑр хушшинче

Калав


Тӗлӗнмелле кунсем тăраççӗ. Иртенпех хӗвел хӗртет. Часах ак тӳпене кăвак, шӗвӗ пӗлӗт карса илет те çумăр пуçланать. Ку — васкакан çумăр, шăпăр-р-шăпăр-р-шăпăр-р! туса илет те хăвăрттăн чарăнать. Юлашки тумламӗ ӳкичченех асамат кӗперӗ тухать, сарлака та ялтăркка вăл. Каллех хӗвел çутатса ярать. Йӗпе курăк хушшинче шăрчăксем чăрăлтатаççӗ. Кур — шур пӗлӗтех тӗксӗмленсе, тӗксӗмленсе пырать те хӗвел пăхса тăнă хушăрах шултăра çумăр шапăртатса иртет. Вăл алхасакан ача пек выляса-кулса илчӗ те куçран çухалчӗ. Халь ӗнтӗ мӗн каç пуличченех хӗвел çиçет. Шăрăх. Кирек мӗне тӗкӗн — вӗри çапать. Анчах пӗр курăк та, пӗр çулçă та шанмасть, вӗсем, икӗ хутчен çумăрпа çăвăннăскерсем, сиплӗ шыв ӗçнӗскерсем, тăнк кăна лараççӗ. Ку çеç мар-ха, ырă пулăшу тепре çитет, йывăçсем шăпăлтатса илеççӗ, улăх хумханма-чӳхенме пуçлать, вара çумăр пуçланать. Ку çумăрӗ ӗçченскер, вăл лăпкăн, васкамасăр, пусăрăнса ӗçлет, пӗтӗм çӗре тăрантармасăр, пӗтӗм шăтăк-путăка, лакăма шыв тултармасăр чарăнмасть. Пӗррехинче çак çумăр пирки Кулюк аппа.
​ — Ай мăнтарăн! Мӗнле таса, мӗнле илемлӗ ӗçлет ман хуçа, Танюк пичей, çапла ӗçлетчӗ! — терӗ.
​ — Пăх-ха, пăх, мӗнле ырă та уçă кăмăллă вăл, çуман кӗтес хăвармасть!
​ Ӗнтӗ икӗ эрне хушши çапла пурăнатпăр. Кулюк аппа кăçал улма-çырла пӗрин хыççăн тепри мар, пурте пӗр харăс пиçсе çитеççӗ тет. Чăнах, чиепе хӗрлӗ хурлăхан пӗрле пиçсе çитрӗç. Ӗнер Кавӗрле пичче вăрмантан пӗр карттус хура çырла татса килетчӗ. Мана курчӗ те: «Аллуна тăс-ха», — терӗ, вара йӗкӗр ывăç тулли хура çырла ярса пачӗ, вăрман тутипе сулхăнне аса илтерекен тап-таса çырла. «Хăмла çырли те пиçнӗ!» — терӗ кӗтӳçӗ. Эп тӗлӗнсех кайрăм, ара, виçӗмкун çеç вăрманта пулнăччӗ, халь кăна тӗвӗленнӗ евӗрлӗ симӗс çырлана курсан: «Эх, кунтан кайиччен тутанса пăхасси пулмарӗ иккен!» — тесе кулянса илнӗччӗ. Эп çапла тӗлӗннинчен Кавӗрле пичче кулса илчӗ. Чăнах, кунне виççӗ-тăваттă çумăр çăвать пулсан, хӗвелпе çумăр хушшинче пурăнатпăр пулсан тем те кӗтме пулать. Ыранах вăрмана каятăп!
Ева ЛИСИНА.

​ («Улăхпи» кӗнекерен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев