Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КИШӖРПЕ КАВĂН СОКӖ

Кавăн сокне панулмипе те, апельсинпа та, персикпа та, сырланпа та тума пулать.

Кавăна хуппинчен, вăррисенчен тасатмалла та турамалла. Кишӗре те çуса шуратмалла, унтан е теркăпа хырмалла, е турамалла. Кишӗрпе кавăна хулăн тӗплӗ кастрюле ямалла, 1 литр шыв хушмалла. Плита çине лартса вӗреме кӗртмелле. Вӗреме кӗрсен çулăма пӗчӗклетмелле, кастрюле хупкăçпа хупламалла та пахча çимӗç лайăх çемçеличчен 40–45 минут пӗçермелле. Тăрсан-тăрсан пăтраштаркаласа илмелле. Кастрюле плита çинчен илсе çемçелсе пиçнӗ кавăнпа кишӗре блендерпа ирсе нимӗр тумалла. Сахăр песокӗ, лимон сӗткенӗ, юлнă шыва хушса лайăх хутăштармалла. Унтан каллех плита çине лартмалла, вӗреме кӗнӗ хыççăн çулăма пӗчӗклетсе 5–7 минут пӗçермелле. Тутанса пăхмалла, енчен те пылаках мар туйăнсан сахăр песокӗ хушмалла. Сока вӗриллех стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла. Пуçхӗрлӗ çавăрса хурса хулăн япалапа чӗркемелле, сивӗниччен тытмалла. Унтан упрама  сулхăн çӗре лартмалла. 

Кавăн сокне панулмипе те, апельсинпа та, персикпа та, сырланпа та тума пулать. Хăвăрăн кăмăлăр. 

1 кг хуппипе вăррисенчен тасатнă кавăн, 500 г кишӗр, 150–200 г сахăр песокӗ, 1 лимон е 1 чей кашăкӗ лимон кислоти, 2,5 л шыв кирлӗ. 

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев