Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Контрактпа çара каякансене ДОСААФ кăçал та 105 пин тенкӗ укçа тӳлет

Тутарстанран çара кайма контракт çыракансене пӗлтӗрхи пекех халӗ те пӗр хутчен 600 000 тенкӗ (РФ Оборона министерстви — 195 пин, ДОСААФ — 105 пин, Хусан мэрийӗ — 200 пин, хулари предприятисем — 100 пин) укçа параççӗ.

2023 çулта Тутарстанра 9 пин ытла çын çара контрактпа кайнă. Çулларанпа ӗçлекен «Батыр» центр (Хусан) урлă 1800 çын контракт çырнă. 

«Граждансене контрактпа службăна илесси пӗлтӗрхи пекех малалла тăсăлать. Кун çинчен информацие 117 номерпе шăнкăравласа пӗлме пулать. Унта хăçан, ăçта, хăвăрпа мӗн илмеллине ăнлантарӗç. Кунсăр пуçне Патшалăх услугисем урлă та заявлени пама юрать. Ăна пӗр кунра пăхса тухаççӗ те ăçта килмеллине калаççӗ. Кунсăр пуçне çывăхри çар комиссариатне те кайма пултараççӗ», — тенӗ çара контрактпа кайма суйласа илекен Хусанти пунктăн ертӳçи Евгений Токмаков çак кунсенче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире.

Çар службинче тăракан е мобилизаципе кайнисем те пӗлтӗртенпе контракт çырса çарта юлма пултараççӗ. Çулталăкран кая мар службăра тăма контракт çыракан çак категорири тутарстансене е Тутарстанран çара кайнă ытти регион çыннисене пӗр хутчен 300 пин тенкӗ, урăхла каласан, Оборона министерствин — 195 пин, ДОСААФăн 105 пин тенкине тӳлеççӗ.

Тутарстанран çара кайма контракт çыракансене пӗлтӗрхи пекех халӗ те пӗр хутчен 600 000 тенкӗ (РФ Оборона министерстви — 195 пин, ДОСААФ — 105 пин, Хусан мэрийӗ — 200 пин, хулари предприятисем — 100 пин) укçа параççӗ.

 РФ Çар Вăйӗсене контрактпа ют çӗршыв гражданӗсен те кайма ирӗк пур, кун пеккисем çăмăллатнă майпа Раççей гражданствине илме пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество