Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку шăматкун Кăнна Кушкинче Чӳклеме тăваççӗ

Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн пуçарăвӗпе акă ӗнтӗ темиçе çул тăтăш «Чӳклеме» этнокульутра уявне ирттереççӗ.

Унта районти мӗн пур чăваш хутшăнать тесен те йăнăшмăпăр. Кашни культура çуртӗнчи коллектив хăйӗн пултарулăхне Кăнна Кушкин сцени çинче кăтартма килет «Чӳклемене».
Теччӗ районӗ тырă пухса кӗртесссипе кăçал малтисен ретӗнче, çавăнпа та чăвашсем кивӗ çăнăхпа çӗнӗ çăнăха хутăштарса пӗçернӗ çăкăра тутанса пăхма район пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов та килмелле. Вырма вӗçленсе пырать, уявлама та сăлтав пур, Тутарстан хирӗсенчен пухса илнӗ тырă виçи пилӗк миллион тоннăран та иртсе кайнă. Пӗлтӗрхинчен ку икӗ хут ытларах. Апла пулсан, сентябрӗн 10-мӗшӗнче 11 сехетре Кăнна Кушкине пуçтарăнма вăхăт. Унта кӳршӗ районсенчи Чăваш наципе культура центрӗн хастарӗсене те йыхăрнă. 

Сăнӳкерчӗксем https://tet.addnt.ru/ сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев