Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Культура министерствине наципе культура автономийӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлеме хушнă

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Хусан Кремлӗнче ТР Президенчӗ çумӗнчи нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусен Канашӗпе республикăра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне ирттересси пирки йӗркелӳ комитечӗн пӗрлехи ларăвне ирттернӗ.

Ӗçлӗ канашлăва ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, министерствосемпе ведомствосен пуçлăхӗсем, наципе культура автономийӗсен ертӳçисем, районсен пуçлăхӗсем тата ытти чиновниксем хутшăннă. 
Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, çӗршывăн 2020 çулхи çӗнетнӗ Конституцийӗ культурăна Раççей Федерацийӗн нумай нациллӗ халăхӗн уникаллă еткерлӗхӗ пек çирӗплетет. Патшалăх кашни халăхăн культура хăййевӗрлӗхне упрать, этнокультурăна тата нумай чӗлхелӗхе сыхлать. Пирӗн пӗрлехи тӗллев – несӗлсен еткерлӗхне çепӗççӗн упрамалла, ăна килекен ăрусене парса пымалла. 
Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗ культура сферишӗн уйрăмах паллă пулчӗ. 
«Пирӗн наци лиерӗ Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин палăртнă тăрăх, Раççейри халăхсен чӗлхисемпе хăйне евӗр культурине тӗрев парасси пирӗн нумай енлӗ тата нумай нациллӗ çӗршывшăн калама çук пӗлтерӗшлӗ», – тенӗ Тутарстан Президенчӗ. 
Тутарстан Республикинче Культура еткерлӗхӗн çулталăкӗн пӗтӗмлетӗвӗсем çинчен ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева доклад тунă. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, республикăра 60 пысăк мероприяти ирттернӗ. Çакăн валли бюджетран 188 млн тенкӗ тăкакланă. 
Рустам Минниханов сăмахӗсемпе, Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗнче тăван чӗлхесене, халăхăн сăмахлăхне, нацисен промыслисене, йăли-йӗркисене тимлӗх уйăрмалла. 
«Культурăна сарас ӗçре вузсемпе наука подразделенийӗсем пысăк вырăн йышăнмалла. Культура министерствин наципе культура автономийӗсемпе тата наука пӗрлешӗвӗсемпе халăхсен йăлисене чӗртес тата пӗлсе популяризацилес мерăсене йышăмалла», – пӗтӗмлетнӗ Президент. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев