Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кун пек пурнăç кăсăкрах!

Обществăлла транспортпа пынă вăхăтра сире кӗтмен çӗртен Çӗнӗ çулпа саламларӗç-тӗк – эсир Хусанта!

Çӗнӗ çул валли Хусанта илемлетнӗ автобуссен, троллейбуссен тата трамвайсен шучӗ 148 çитнӗ. 
«Çӗнӗ çул çывхарнă май уяв кăмăлӗ пултăр тесе Хусан хулин транспорт предприятийӗсем метрополитенăн составӗсене те хӗллехи атрибутикăпа илемлетнӗ. Пурӗ 148 транспорт единицине капăрлатнă. Маршрутпа çӳрекен обществăлла транспортăн автоинформаторӗсемпе салам сăмахӗсем янăраççӗ», – тесе пӗлтернӗ Хусанăн Транспорт комитечӗн председателӗ Амир Сафин мэрире иртнӗ ӗçлӗ тунтикунра. 
Сафин хушса каланă тăрăх, пӗрремӗш хут йӗркеленӗ «Стань новогодним голосом в казанском автобусе» акци пӗтӗмлетӗвӗпе, 45 и 46 № маршрутлă автобуссенче автоинформаторсенчен халӗ çак конкурсра çӗнтернӗ çынсен сассисем янăраççӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев