Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ленинграда блокадăран хăтарнăранпа 80 çул: Пискарев масарӗнче пытарнă кашни чăваш салтакӗн ятне тупса палăртнă

Ленинграда блокадăран хăтарнăранпа 80 çул çитнине халалланă мероприятисене палăртма иртнӗ эрнере Санкт-Петербургра Раççей Халăхсен ассамблейин делегацийӗ килсе çитрӗ. Ертӳçи — Раççей Геройӗ Александр Даркович.

Делегаци йышӗнче Раççей Халăхсен ассамблейин регионсенчи — Ленинград, Псков, Херсон, Ульяновск облаçӗсенчи — уйрăмӗсен представителӗсем, çавăн пекех ассамблейăн Канашӗпе Президиумӗн пайташӗсем: РФ Финно-угорсен ассоциацийӗн председателӗ, сенатор, РФ Президенчӗ çумӗнчи Нацисен хушшинчи хутшăнусен канашӗн пайташӗ Петр Тултаев, РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ӗçӗсен комитечӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ, Раççейри Тутарсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ Ильдар Гильмутдинов тата эпӗ, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗн çумӗ, Санкт-Петербургри ЧНКА ертӳçи Валериан Гаврилов пултăмăр.


Анлă мероприятисем Санкт-Петербургпа Мускав шкулӗсенче вӗренекенсем хушшинче йӗркеленӗ телемостран пуçланчӗç. Вăл «Раççей — манăн истори» истори паркӗнче иртрӗ. Унта хутшăнакансем Ленинградра пурăннисемпе хулана хӳтӗленисен паттăрлăхӗ пирки аса илчӗç, спикерсене итлерӗç. Раççейӗн çурçӗрти тӗп хулинчи вӗренекенсем «Ленинградский щелкунчик» (Денис Нефедовăн çарпа историлле юмахӗ) постановка пирки хăйсен шухăшӗсене пӗлтерчӗç. 


Унтан Пискарев мемориал масарӗнче иртнӗ Ленинграда блокадăран хăтарнăранпа 80 çул çитнине халалланă хурлăхлă церемоние хутшăнса мемориал патне чечексем хутăмăр. Раççей Халăхсен ассамблейин делегацийӗ çавăн пекех Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Ленинграда хӳтӗлесе пуç хунă паттăрсене халалласа мемориал палăксем лартнă Астăвăм аллейине те çитсе пуç тайрӗ. 


Çакна та палăртса хăварас килет: Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ Виталий Золотов тăрăшнипе Пискарев масарӗнче пытарнă чăваш салтакӗсен ячӗсене, вилтăприйӗсен вырăнӗсене пурне те тупса палăртрӗ, «Мы шли на помощь к тебе, Ленинград» ятлă кӗнеке те кăларчӗ. Халӗ кăмăл пуррисем пурте чăваш салтакӗн вилтăприйӗсем патне пырса пуç тайма пултараççӗ. 


Валериан ГАВРИЛОВ.


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев