Лениногорскри халăхсен культурисен нумай енлӗхне Туслăх Çуртӗнче кăтартрӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Лениногорскри халăхсен культурисен нумай енлӗхне Туслăх Çуртӗнче кăтартрӗç

«Тутарстанăн культура шӗкӗр хули» конкурса пуçласа Хусана Лениногорск районӗ хăпса килчӗ. Мартăн 31-мӗшӗнче Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗ лениногорсксемпе тулчӗ

Кунта кам кăна çук: районти музейсем те, ача-пăча пултарулăхӗн шкулӗсем те, ал-ӗç ăстисем те килнӗ. Ача-пăчасен, аслисен юрă-ташă ушкăнӗсем, апат-çимӗç хатӗрлекенсем тата ыттисем. Ентешӗсене курма та ытларах çак районра çуралса ӳснисем килнӗччӗ.

Концерта, паллă ӗнтӗ, Тутарстанри наци культурисемпе йăли-йӗркисене халалланăччӗ. Сăмах май, унта чăвашсем – аслисем те, кӗçӗннисем те – хăйсене тивӗçлӗ кăтартрӗç.

Çӗнӗ Шешкел ялӗнчи Культура çуртӗнче ӗçлекен Александр Ванюковăн йывăçран касса тунă ӳкерчӗксем уява килнисене пурне те тӗлӗнтерчӗç.   


Нет комментариев