Лисичанска гуманитари тиевӗ çитнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Лисичанска гуманитари тиевӗ çитнӗ

Луганск Халăх Республикине гуманитари пулăшăвне ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Эдуард Шарафиев çитернӗ. Тутарстанран хальхинче салтаксене кирлӗ пулăшусăр пуçне, çамрăк çемьесем валли ачасене пăхса ӳстерме кирлӗ япаласем те ăсатнă.

Гуманитари тиевӗн пӗр пайне Лисичанскри ача сачӗсене уйăрӗç. Теприне   хулан администрацине пулăшу кирлӗ çемьесем валли парӗç.

Эдуард Шарафиев каласа хăварнă тăрăх, шефа илнӗ  хуласенче пурăнакансене Тутарстанран пулăшу пӗрмай çитсе тăрать, вӗсене мӗн кирлипе тивӗçтерме тăрăшать.

Гуманитари пулăшăвӗ пухнă çӗре предпринимательсем, волонтерсем тата республикăра пурăнакансем хутшăнаççӗ. 

Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.


Гуманитарная помощь

Нет комментариев