Малашне выльăх масарӗсем пулмаççӗ
Тутарстанра выльăх, кайăк-кӗшӗк виллисене, çынсемпе выльăх çиме юрăхсăр апата, ветеринарипе медицина каяшӗсене пухса тирпейлессине кашни районтах йӗркелесшӗн. Паянхи кун ку ӗçе 19 районта пурнăçлаççӗ.
«Выльăх масарӗсем тулса пыраççӗ пирӗн. Çӗнӗ законпа, сентябрӗн 1-мӗшӗнчен çӗнӗ выльăх масарӗсем йӗркелеме юрамасть», — тенӗ кун пирки ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринари тӗп управленийӗн ертӳçин çумӗ Габдулхак Мотыгуллин «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулсан. Ун сăмахӗсем тăрăх, ку ӗçе Ешӗлвар, Çӳлту, Лайăш, Анат Кама, пурӗ 19 районта, пурнăçлаççӗ.
Проект Тутарстанра 2019 çултах хута кайнă. Хуçалăхсемпе харпăр хуçалăхсенчен тӳлевсӗрех биоотход пухакан машинăсемпе контейнерсене чăн малтан выльăх нумай районсене панă. Вӗсем январь — июль уйăхӗсенче кăна 550 тонна биокаяш пухса тирпейленӗ. Елабугăра ку енӗпе ятарлă завод та пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев