Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Марье аппан чăлхисем салтаксем валли

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Мария Ивановна Казакова çыхса хăварнă 30 мăшăр çăм чăлхана ачисем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли ăсатнă.

Пӗрремӗш тӗнче вăрçи вăхăтӗнче фронтри салтаксем патне час-часах кисет (тапак хутаççи) хатӗрлесе парса янă. Хӗрарăмсем çак хутаçсене тӗрлесех илемлетнӗ. Ку йăла Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче те манăçман. Ун чух тылрисем вăрçăри салтаксем валли хатӗрлекен посылкăна ытларах ăшă кӗпе-йӗм, чăлха, туртмалли, çырусем хунă. Салтаксене пулăшас туртăм паян та – Украинăри ятарлă çар операцийӗ вăхăтӗнче – вăйлă. 

Мария Ивановна Казакова Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă, ӗмӗр тăршшӗпех унта пурăннă. Унăн ачалăхӗ шăпах Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăчӗпе пӗр килнӗ. Ун чух ачасем пӗчӗклех ӗçе хăнăхса ӳснӗ. Мария та мӗн ачаран çăм чăлха çыхма вӗреннӗ. Кайран хăйӗн çемйине, ачисемпе мăнукӗсене ăшă носкирен татман вăл. Мăшăрӗ вилсен хӗл кунӗсенче çыхнă та çыхнă... Халӗ Мария Ивановна çут тӗнчере çук ӗнтӗ – пӗлтӗр вăл пиртен яланлăхах уйрăлса кайрӗ. Вăл çыхнă çăм носкисем вара килӗнче темӗн чухлех. Ачисем пӗрле пуçтарăнса канашларӗç те çапла йышăнчӗç: амăшӗ çыхнă ăшă носкисене Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăр салтаксем валли ăсатас. 

Çар çыннисем валли гуманитари пулăшăвӗ пуçтарас «Ырă ӗç» акцие Раççейӗн кашни регионӗнчех йышлăн хутшăнаççӗ. Ульяновскри «Канаш» хаçат редакцийӗ те ку пархатарлă ӗçӗн айккинче юлмарӗ. Мария Ивановнăн ывăлӗ Николай Александрович Казаков, Ульяновск облаçӗн Вăрман хӳтӗлев центрӗнче ӗçлекенскер, амăшӗ çыхнă 30 мăшăр çăм ноские шăп унта – «Канаш» редакцине – кӳрсе пачӗ. Хаçатра ӗçлекен Е.Мустаева, И.Данилова, А.Никитина тата Е.Алексеева Николай Казакова ырă ӗçшӗн тав турӗç. Çывăх вăхăтра ăшă носкисене ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне çитерсе парӗç. (Михаил САЗОНОВ.«Канаш» хаçат редакцийӗн сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество